photo 2025 03 26 14 12 36Красноармейски тата Çĕрпÿ округĕсенче иртнĕ Чăваш Республикинчи ялсенчи XI спорт вăййисенче вăрмарсен команди шашкăлла выляса 1-мĕш вырăна тухнине хаçат вулакансене çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Командăра пултаруллă та ăста шашист­сем Марина Петрова тата Владимир Евгеньев пулнă.

Çĕнтерĕве кура ентешĕмĕрсем Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕнче Пĕтĕм Раççейри ялсенчи хĕллехи спорт вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Мероприяти çак кунсенче Барнаул хулинче иртнĕ, ăна Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă.

Асăннă ăмăртусенче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди 1-мĕш вырăна тухнă /ялсенче пурăнакансен шучĕ 450 пине çитекен регионсем хушшинче\. Чăваш Енри 9 муниципалитетри 20 спортсмен çĕршывăн 37 регионĕн представителĕсемпе йĕлтĕрпе чупассипе, полиатлон енĕпе, спортпа туслă çемьесен ăмăртăвĕ­сенче, шахматла, шашкăлла выляссипе, доярсемпе механизаторсен ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Пирĕн шашистсен Марина Пет­ровăпа Владимир Евгеньевăн лайăх результачĕсем Чăваш Ен командине çĕнтерÿ пьедесталĕн 1-мĕш картлашки çине хăпарма тÿпе хывнă. Саламлатпăр!

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика