Массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмне питĕ лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпах вăрçăн пĕрремĕш кунĕнченех вĕсен кăларăмĕсенчи тĕп темăсем пĕтĕмпех халăха тăшмана хирĕç кĕрешме мобилизацилесси, салтаксен фронтри, тыл ĕçченĕсен тылри паттăрлăхне çутатасси пулса тăрать.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче тухнă номерĕн пĕрремĕш страници çине пĕтĕмпех СССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ В.М.Молотов радиопа тухса каланине пичетленĕ. Аса илтеретпĕр, вăл çапла вĕçленет: «Пирĕн ĕç - тĕрĕс ĕç. Тăшмана çапса аркататпăр. Çĕнтерÿ пирĕнте пулĕ». Хаçат та çакна 4 çул хушши тытса пынă. Çакăн пек йĕркесем кашни номертех пулнă:
«... Гитлĕр – йытă, кашкăр чунлăн,
Чĕрĕ юншăн тапăнать.
Ан сиксем гадюка евĕр,
Ан шутла, ан тапалан.
Пурпĕрех тупатăн вилĕм
Паян мар пулсан – ыран...»
/1941 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕ, Денис Дени /Аслă Пинер ялĕ//.
Фронта укçа-тенкĕпе, тырăпа пулăшасси тылра анлă сарăлнă пулнă, хаçат вĕсене анлă çутатнă:
«Танксен колоннине тума
«Заря» /Патти/ колхозри пуçламăш организацийĕнчи комсомолецсем танксен «Колхозник Чувашии» колоннине тума 2.250 тенкĕ укçа пухса пачĕç. Вăл шутран, В.Яковлев – 500 тенкĕ, В.Новосельцев – 400, С.Зайцев – 300, В.Константинов – 200 тенкĕ». /1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕ/.
Тепĕр йĕркесем: «Эпир фронтпа çĕршыва куллен пулăшса тăрассине хамăрăн пысăк тивĕç тесе шутлатпăр. Çавăнпа та эпĕ оборона фондне хамăн хуçалăхран 15 пăт тырă паратăп. Ытти трактористсем те манран тĕслĕх илĕр». /К.Иванов, январĕн 15-мĕшĕ\.
Ентешсем çинчен район, республика хаçачĕсем кăна мар, центрти хаçат-журналсем те çырнă. Акă пурте пĕлекен «Огонек» журнала илер-ха. Унта пĕр танк экипажĕ пирки сăн ÿкерчĕкпех статья тухнă: «Командир танка гвардии старшина Л.Ф.Эверсков подбил и сжег 17 танков, 11 пушек, 5 тягачей и истребил 250 фашистов». /«Огонек» журнал, 1943 çулхи 20 номер/.
Кам-ха вăл Л.Ф.Эверсков? Кивĕ Вăрмарта çуралнăскер, 1939 çултах Хĕрлĕ Çара кайнă. Танкист. Икĕ хут Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ.
Тыл ĕçченĕсене те манман мускавсем. «Социалистическое земледелие» /халĕ «Сельская жизнь»/ хаçат «Колхозники сдают хлеб в фонд Красной Армии» корреспонденцире çакăн пек йĕркесем илсе парать: «По инициативе колхозников Чебоксарского и Цивильского районов Чувашии развертывается сдача хлеба в фонд Красной Армии из личных запасов. Колхозники Чебоксарского, Урмарского и Цивильского районов уже свезли на заготовительный пункт около 60 тысяч пудов зерна». /1945 çулхи январĕн 1-мĕшĕ, 1 /4101\ номер\.
Куратпăр, вăрçă çулĕсенче район хаçачĕ те, публицистика журналĕ те, СССР шайĕнчи ял хыпарçи те Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Центрти изданисем Вăрмарсене те манманни питех савăнтарать.
Владимир ТОЛМАТОВ хатĕрленĕ