Çуркунне çитнĕ ятпа Кĕтеснерти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ача-пăча, ашшĕ-амăшĕсем йышлăн пухăнчĕç кунта. Пĕрремĕш çурхи уявпа Светлана Скворцова пурне те ăшшăн саламларĕ. Халăх умне Хĕлпе Çуркунне тухса пĕр-пĕринпе тавлашрĕç. Хĕл командипе Çуркунне команди вĕрен туртса тупăшрĕç, çак командăсемех хăйсен ташшисене кăтартрĕç, вăйăсенче çуркунне çĕнтерсе пычĕ. Юлашкинчен Хĕлле çулталăк эстафетине Çуркуннене пачĕ.
Надежда Кондратьевăпа Маргарита Васильева тĕрлĕрен конкурссем, вăйăсем йĕркелесе пычĕç. Пухăннисем, ытларах ачасем, вăйăсене хастаррăн хутшăнчĕç. Уйрăмах пурне те кăмăла кайрĕ урана михĕ тăхăнса чупасси, такмаксем юрласси, куçа хупласа канат тăрăх утса тухса парне патне çитесси. Кашни вăйăрах çĕнтерÿçĕсем призсем илчĕç. Уяв тăршшĕпех «Нарпи» вокал ансамблĕ, Валентина Григорьева куракансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Шкул ачисем Савинова Настя, Егорова Ульяна, Фадеев Максим, Казанцева Лера, Иванова Мария тата Ксюша питех те хитрен юрларĕç. Уявра шашка вăййине юратакан шкул ачисен турнирĕ те пулса иртрĕ. Турнирта Лера Казанцева 7 очко пухса пурне те çĕнтерсе 1-мĕш вырăна йышăнчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Арина Николаевăпа Ульяна Егорова пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене Алексей Скворцовпа Анатолий Иванов хаклă парнесем парса чысларĕç, ыттисене те пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕç.
Культура çурчĕ умĕнчех тин пиçсе çитнĕ шашлыка тутанса пăхма та, вĕри чей ĕçме те май пулчĕ.
А. ЯКОВЛЕВ
Кĕтеснер ялĕ