В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партине пуçтарнă.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса парса эпир пулас Çĕнтерĕве май килнĕ таран тÿпе хывма тăрăшатпăр. Пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын пĕрлĕхре пулни, кунсерен паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăракан салтаксене пулăшни çак çăмăл мар вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Педагогсемпе вĕренекенсем, шкул ĕçченĕсем маскировка сеткисем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, ăшă çырусем çыраççĕ. Çак кунсенче эпир черетлĕ маскировка сеткине çыхса пĕтертĕмĕр. Маскировка сеткисем пирĕн салтаксене хăрушсăрлăхпа тивĕçтереççĕ, техникăна, çынсене тăшманран сыхланма май параççĕ. Пирĕн, хамăрăн çĕршывăмăрăн кашни гражданинĕн, салтаксене тĕрев памалла. Кашни ырă сăмах, кашни пĕчĕк пулăшу, пĕрлĕхре пулни, пĕр тĕллевпе тăрăшни Çĕнтерĕве, Раççейĕн мирлĕ пуласлăхне çывхартма пулăшать.
Марина РОМАНОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ