Мартăн 25-мĕшĕнче Вăрмар округĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партине ăсатнă.

Канаш епархийĕн V благочиннăй округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăн­çыр­мари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей молебен ирттернĕ тата гуманитари тиевĕллĕ автомашинăна Турă шывĕ сапса сăвапланă, аякри çула тухма пил панă.

Волонтерсем саперсем валли автозапчаçсем тата DJI Mavic 3 квадрокоптерсем çитерсе парĕç, госпитальсене тÿшек-минтер çиттисем, наçилккасем, подгузниксем, çăвăнса тасалмалли хатĕрсем парса хă­варĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика