Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитнине паллă тăватпăр.
Чăваш Енре те 2025 çул Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ иртет. Мĕнле пысăк уяв! Ăна кĕтсе илетпĕр тесе шухăшлама та пултарайман-çке эпир. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ тин кăна пулнă савăнăçлă уяв пекех туйăнать маншăн. Эпир, ача-пăча, колхоз правленийĕ пулнă çурт умĕнче выляттăмăр яланах. Çав кун та яланхи пекех урамра çак тĕлтехчĕ. Ун чухне кашни кил хуçалăхĕнчен черетпе колхоз правленинче телефон умĕнче дежурта ларатчĕç. Çирĕп йĕркеленĕ дежурствăна. 1945 çул, майăн 9-мĕшĕ, каçхине 9 сехет иртсен дежурта ларакан хĕрарăм тухрĕ те урама, пире килрен-киле чÿречесенчен, хапхасенчен шаккаса «вăрçă чарăннă» тесе пĕлтерме салатса ячĕ. Эпир каялла чупса таврăннă çĕре правлени умне халăх чылай пухăнма ĕлкĕрнĕ. Хăшĕ макăрать, хăшĕ «Урра!» тесе алă çупса çÿлелле сикет. Вăрçăран çывăх çыннисем вилнĕ пирки хут илнисем вара хурланса пăхаççĕ савăнса шавлакансем çине. Пирĕн те атте вилнĕ, анне йĕрет...
Эпир çемьере 5 пĕртăван çитĕнтĕмĕр, анне пĕчченех пăхса ÿстерчĕ пире. Анчах та çемьере чи кĕçĕннин, йăмăкăн, çурăм шăмми авăнчĕ. Вăл йывăр ĕçе пула ăшра пулнă чухнех, çураличченех, айăпланса юлчĕ пуль тесе йĕретчĕ анне, питĕ кулянатчĕ. Окоп чавнă, колохозра йăлтах алăпа ĕçленĕ, чылай йывăрлăх тÿснĕ вĕт анне. Хусанти юсанса тÿрленмелли хирурги институтĕнче 2 хутчен те çурăм шăммине хуçтарса 9-шар уйăх гипспа çÿрерĕ йăмăк. Тÿрленмерĕ, асапланчĕ çеç. Питĕ тăнлăччĕ хăй, 10 класран йăлтах «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе Хусанти медицина институтне те пиллĕксемпе пĕтерсе хĕрлĕ диплом илчĕ, ЧАССР-ăн Тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ята тивĕçрĕ, анчах та нумай пурăнаймарĕ, 2011 çулта çĕре кĕчĕ.
Халĕ эпир 1940 çулта çуралнă шăллăмпа иксĕмĕрех пурăнатпăр. Хам эпĕ 1935 çулхискер. Вăрçă нуши нихăçан та асран тухмĕ.
Таисия ДЕНИСОВА
Мăнçырма ялĕ.