Республикăн 2025 çулхи тÿрлетÿсем кĕртме хатĕрленекен бюджечĕ социаллă пурнăçпа культура сферине хывакан хушма 10 миллиард тенкĕпе «йывăрланĕ». Çакăн çинчен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен тата Министрсен Кабинечĕн членĕсен тĕлпулăвĕнче пĕлтернĕ.
Тĕлпулура кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртес ыйтăва сÿтсе явнă. Çапла вара хушма укçана шута илсен социаллă пурнăçпа культура сферин тăкакĕсен 2025 çулхи бюджетри тÿпи 72,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Чи пысăк ÿсĕм, 4,3 миллиард тенкĕ, социаллă политика сферин. Вĕрентÿ валли яракан тăкаксем 2,7 миллиард тенкĕ хушăнĕç, сывлăх сыхлавĕн — 1,6 миллиард тенкĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшмашкăн хушма 3,6 миллиард тенкĕ пулĕ.