Куçман пурлăха регистрацилесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
Росреестр специалисчĕсем каланă тăрăх, ку çĕнĕлĕх çĕр лаптăкĕсене тата вĕсем çинче вырнаçнă çуртсемпе хуралтăсене пырса тивет. «Патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнче /ЕГРН\ çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртнине кăтартакан сведенисем çук тăк регистраци тухмаççĕ. Çав çĕр пайĕ çинчи строительство объекчĕсене те кадастр учетне тăратмаççĕ», - ăнлантарнă экспертсем. Çак кăтартусем çĕр лаптăкĕ ăçта вырнаçнине тата унăн калăпăшне палăртма кирлĕ.
Тĕслĕхрен, çĕр сутакан туянакана ют çыннăн çĕр лаптăкне кăтартма пултарать. Ултав çиеле тухсан унăн суда кайма тивет. Çĕр лаптăкĕн чиккисене тĕрĕс палăртманнипе тавлашу час-час сиксе тухать. Çурт-хуралта ют çыннăн çĕр лаптăкĕ е унăн пĕр пайĕ çине çĕклесе лартнă тĕслĕх те сахал мар.
Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртманнине кура влаç тытăмĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕр çĕр лаптăкĕ ахалех выртать тесе тепĕр çынна уйăрса пама е унпа хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Çакă та саккуна пăсни шутланать. Çĕр лаптăкĕн чиккисене ăçта тĕрĕслемелле? Росреестрăн кадастр карттине уçса кадастр номерĕпе е адреспа шыраса тупмалла. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче е МФЦра ЕГРНран çырса илнине ыйтма пулать.
Росреестра кадастр паспортне е çĕр планне тăратмалла. Вĕсем çук тăк кадастр инженерĕсене чĕнсе лаптăка виçтермелле. Унăн чиккисене кÿршĕсемпе килĕштерсе палăртаççĕ.