«Агропромышленноç комплексне аталантармалли тепĕр пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр хăмла туса илессин калăпăшне ÿстересси пулса тăрать. Эпир хăмла ÿстерес ĕçре импорта 46 процент чухлĕ улăштарассине тивĕçтерме палăртатпăр.

2030 çул тĕлне хăмла лартса хăвармалли лаптăка 2000 гектар таран ÿстерессине пăхса хăварнă. Çакă хальчченхинчен 8 хут пысăк­рах. Чăваш Ен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программинче кăна хăмла туса илессине хавхалантарма 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ уйăратпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика