«Пилĕк çулта 62 километр ытла автомобиль çулĕ тунă тата тĕпрен çĕнетнĕ, 2 пин те 400 километр çула, 19 кĕпере юсанă, ялсенчи 85 километр çула çутăпа тивĕçтернĕ, — тенĕ Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çырă­вĕнче. — Кăçал тата çитес çулсенче те çак ĕçе малалла тăсăпăр».

Кăçал Чăваш Енри çул-йĕр ĕçченĕсем çулсене вĕри асфальтпа юсассине мартăн 13-мĕшĕнчен тытăннă. Çул-йĕр предприятийĕсем асфальтпа бетон завочĕсене хута янă. Хальхи вăхăт тĕлне шăтăк-путăклă çулсене 13 пин тăваткал метр юсанă /пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3 хут ытларах/. Подрядлă организацисене шăтăк-путăклă çулсене юсас ĕçе майăн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика