Çĕршывра çемье тата демографи политикине пурнăçлассипе, нумай ачаллă çемьесене пулăшассипе ĕçлемелли Стратегине çирĕп­летнĕ. Документа РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе йĕркеленĕ, вăл 2036 çулччен вăйра пулĕ.

Стратеги тĕллевĕсем: ача çуралассине ÿстерсе, амăшĕсен, ачасен, халăхăн сывлăхне çирĕплетсе çынсен йышне упраса хăварасси; çемьесен пурнăç пахалăхне лайăхлатса, йывăр вăхăтра тĕрев парса çемьесене сыхласси, хÿтĕлесси тата пулăшасси; çемье институтне йăлари çемье хаклăхĕсен никĕсĕ çинче çирĕплетесси.

Стратегине пурнăçланă май 2036 çул тĕл­не çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ ÿсессе, нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсессе тата чухăнлăх шайĕ чакасса, ача çураласси ÿссе пырасса кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика