Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн Çемье центрĕнче йывăр лару-тăрури çемьесем тата психолог тĕл пулса калаçассине йĕркеленĕ.

Черетлĕ тĕлпулура ачасен тата ашшĕ-амă­шĕсен прависене сÿтсе явнă. Амăшĕсене Раççей законодательствинче палăртнă вĕсен прависем тата çул çитмен ачасен прависем пирки каласа панă. Енчен те ашшĕ-амăшĕ ачисен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ пулсан, вĕсене ашшĕ-амă­шĕн прависĕр те хăварма пултараççĕ. «Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ачăрсене патшалăх хÿтĕлет. Вĕсене телейлĕ ачалăх парнелĕр, вĕсен прависем пирки ан манăр, саккуна пăхăнакан граждансем пулса çитĕнме пулăшăр», — тенĕ специалист.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика