РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕсем пуçтарнă доказательствăсем тăрăх, суд Мускав облаçĕнче пурăнакан 57 çулти гражданина взятка парас тенĕшĕн айăпланă.
Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, 2025 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Муркаш салинче çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем «Киа Рио» автомашина водителĕ административлă йĕркене пăснине палăртнă. Административлă явап тытас килменнипе арçын, çав вăхăтра полици сотрудникĕсен автомашининче ларнăскер, полици сотрудникне взятка пама хăтланнă, укçана малти ларкăчсем хушшине хунă, анчах та полицейски укçана илме килĕшмен. Суд усал шухăшлă гражданина штраф тÿлеттерме йышăннă, взятка укçине конфискациленĕ.