Вăрмар округĕнчи шкул ачисемпе çамрăксем çулсеренех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине илме тивĕçеççĕ. Кăçал та округри чи талантлă ентешĕмĕрсем стипендиатсен списокне кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрмар округĕнче Правительство кунне ирттернĕ май вĕсене кашнине алăран свидетельствăсем парса чысланă. Стипендиатсем хушшинче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 «В» класра вĕренекен Ангелина Владимировна Семенова та пулнă /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Ангелина Семеновăн сăн ÿкерчĕкне шкул сайтĕнче час-часах курма пулать, унăн вĕренÿри çитĕнĕвĕсем кăтартуллă тата курăмлă. Альбина Павловнăпа Владимир Михайлович Семеновсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ вăл, 1-мĕш класранпах Вăрмар шкулĕнче пĕлÿ илет. Пуçламăш классенчех вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăскер хăнăхнă йăларан паянхи кунччен те пăрăнмасть. Тÿрĕ кăмăллă, пуçаруллă, активлă хĕрача умри тĕллевĕсене яланах пурнăçлать. Çавăн пекех вăл шкулти çамрăк армеецсен «Зарница» отделенийĕн тата волонтерсен командин членĕ те.
Ангелина ăслăлăхпа практика конференцийĕсене, шкул, муниципалитет, республика шайĕнчи олимпиадăсене, пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. 9-мĕш класра та, 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне те вăл Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕнче экологипе призлă вырăн йышăннă, технологипе 1-мĕш пулнă. 11-мĕш класра республикăри тапхăрта литература предмечĕпе — призер, экологипе çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçнĕ. Унтан та пысăк çитĕнÿ – экологипе çĕршыв шайĕнче çĕнтернĕ. Республикăри вĕренекенсен пултарулăхĕн «EXCELSIOR» конференци-фестивалĕнче те палăрнă Ангелина: 2021 çулта 3-мĕш, 2022 çулта 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
Çамрăк хĕр çутçанталăкпа çыхăннă предметсем патне туртăнни палăрать. Вăл кăмăлласах шкул лесничествин «Вăрман Робинзонĕсем» кружокне çÿрет. Руководителĕ — Клавдия Анатольевна Николаева. «Вăрман Робинзонĕсем» çулсеренех шкул лесничествисен регионти слетне хутшăнаççĕ. 2023 тата 2024 çулсенче 1-мĕш вырăна тухнă вĕсем, Ангелина вара çав слетсен шайĕнче иртнĕ «Ботаника» конкурсра çĕнтернĕ. 2023 çулта «Вăрман Робинзонĕсем» команда Пĕтĕм Раççейри шкул лесничествисен 7-мĕш Съездĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.
Пĕр вырăнта лармасть Ангелина, яланах çĕнни патне ăнтăлать, пĕлĕвне ÿстерме тăрăшать. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче «Вăрмансене тытса пырассин никĕсĕсем» вĕрентÿ курсне пĕтернĕ, Пĕтĕм Раççейри «Артек» ача-пăча центрĕнчи «PRO-Образование» вĕрентÿ сменине те хутшăннă. Унсăр пуçне Камчатка крайĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри юннатсен 2-мĕш слечĕн участникĕ пулнă.
Кăçал вара вăл Пĕтĕм Раççейри «Большие вызовы» конкурсăн регионти тапхăрĕнче мала тухнă, «Экологи тата климат улшăнăвĕсене тĕпчесси» направленипе çĕнтернĕ. Халĕ конкурсăн çĕршыври тапхăрне хутшăнма хатĕрленет.
Тĕрлĕ енлĕ аталанни пурнăçра çул уçса пынине лайăх ăнланать Ангелина, çавăнпа творчествăри ăсталăхне те туптать. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн «Сăнарлă искусство» уйрăмне пĕтернĕ вăл, халĕ музыка уйрăмĕнче гитарăпа калама вĕренет, «Камертон» ансамблĕн участникĕ.
Ангелинăн çитĕнĕвĕсемпе çĕнтерĕвĕсене пĕр статьяра çырса та пĕтерес çук, анчах, каламасăрах паллă, талантлă çамрăкăн пуласлăхĕ пысăк.
Ирина ДАНИЛОВА