Çурхи уй-хир ĕçĕсем кăçал иртерех пуçланчĕç. Хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри тырă акма тухаççĕ. Апрелĕн 17-мĕшĕнче Геннадий Николаевич Ямуковăн хуçалăхĕнче те пуçăнчĕç çак ĕçе. Пĕтĕмпе 900 гектар çурхи культурăсем акмалла, çак шутра 173 гектар урпан «Эксплоер» элита сорчĕ, ытти вара «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчех хатĕрленĕ иккĕмĕш репродукциллĕ «Корнетто» çурхи тулă. Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне 525 гектар акса ĕлкĕрнĕ.
Уйсенче унта та кунта ĕç пырать. Ирхине 7 сехетрен уйра ĕçлекенсем. 12 çын уйра, 2 çын складра кулленех. Икĕ сеялкăпа тĕрлĕ вырăнсенче акаççĕ. Сеялка çакнă пĕр тракторне Алексей Виноградов ĕçлеттерет, унпа пĕр командăра акнă çĕрте Дмитрий Александров, Владимир Григорьев. Тепĕр уйĕнче Сергей Иванов тракторист акать, хуçалăхра кăçал туяннă вĕр çĕнĕ AMAZONE D9 600-ТС сеялкăпа. Унпа пĕрле Сергей Сидоров, Юрий Краснов, Эдуард Макаров ĕçлеççĕ. Тата тепĕр уйĕнче культиваторпа «Кировец 525 Пр» тракторпа Валерий Сорокин. Юрий Власов тулă акнă анасене катокласа пырать. Пурте ĕç вырăнĕнче. Ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.
Хуçалăх ертÿçи Геннадий Николаевич палăртнă тăрăх, кĕрхи культурăсем аванах хĕл каçнă, çĕр улмине 130 гектар çинче лартса хăварасшăн. Жуковский, Прайм, Ред Скарлетт, Гала сортсемпе ĕçлет Геннадий Николаевич. Гала сортлă çĕрулмине 60 гектар лартма планланă. Ăна вара ытти сортсемпе танлаштарсан çитĕнме нÿрĕ ытларах кирлĕ, çавăнпа ятарласа шăварма тивĕ.
Хуçалăхра кадрсем çитсе пыраççĕ, ĕç укçине те аван ĕçлесе илеççĕ. Геннадий Ямуков кунта ĕçлекенсемпе пĕр пысăк çемьери пекех, кирек епле ыйтăва та пĕрле сÿтсе яваççĕ, канашлаççĕ. Геннадий Николаевича, кунта тăрăшакансене çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерсе яма сунатпăр!
Эвелина МИХАЙЛОВА