Шупашкарти «Манăн бизнес» центрта «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри промышленноç кластерĕсен ĕçченĕсем Раççейри кластерсен ассоциацийĕн, технопарксен тата уйрăм экономика зонисен директорĕпе Михаил Лабудинпа тĕл пулнă. Тĕп тема — промышленноç кластерне аталантарма, предприятисен конкурентлăхне ÿстерме патшалăх енчен пулăшасси. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри промышленноç кластерне хутшăнакансем патшалăх пулăшăвĕн тулли спектрĕпе усă курма пултараççĕ. Вĕсен 8,7 процентлă çăмăллăхлă кредитсемпе усă курма, страховани взносĕсене 7,6 процента çитиччен чакарма, çавăн пекех продукцин старт паракан партине туянмашкăн субсиди — 150 миллион тенкĕ таран — илме май пур. Тĕлпулура çавăн пекех нормативлă базăна çĕнĕлĕхсем кĕртнине сÿтсе явнă. Çав шутра — кластерсен аккредитаци тапхăрне çулталăкран 5 çуллăха тăсни, оборонăпа промышленноç комплексĕн предприятийĕсен требованийĕсене çăмăллатасси... Налукпа çыхăннă ыйтусем тавра та калаçу пулнă.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Вак тата вăтам предпринимательлĕх сферинче ĕçлекенсен йышĕ юлашки 5 çулта 48,9 процент ÿснĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ, харпăр хăй çине ĕçлекенсене шута илсен, 2020 çулхипе танлаштарсан 2,4 хут ÿснĕ, 2024 çулта 122,2 пинпе танлашнă».