Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ объектсене палăртассипе Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав старт илчĕ. Республикăн сăн-сăпатне илем кĕртмелли 25 объектшăн сасăламалла пирĕн кăçал. Сасăлавăн çĕнтерÿçисем июнĕн 12-мĕшĕнче — Раççей кунĕнче — палăрĕç.
Пирĕнтен кашниех тăван тăрăх аталанăвне хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Сасăлакансен zagorodsreda.gosuslugi.ru платформăна кĕмелле, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи аккаунт урлă авторизациленмелле, унтан килĕшекен объекта суйламалла. Хăтлăх волонтерĕсем те сасăлама пулăшаççĕ. Вĕсем ялсен тата хуласен урамĕсенче халăха объектсемпе паллаштараççĕ тата сасăсене йышăнаççĕ. Республикăри пин ытла волонтер ĕçе пуçăннă.
Аса илтеретпĕр, Вăрмар муниципаллă округĕпе кăçал 2026 çулта хăтлăх кĕртмелли пĕр объектшăн — Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнчи «Патриот» паркшăн — сасăламалла пулĕ. Саслăва активлă хутшăнни çитес çул «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче обществăлла вырăнсене хăтлăлатма пулăшĕ.