Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хаксем пирки сăмах хускатнă. Вĕсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам шайран кăшт пысăкрах. Сăл­тав­сенчен пĕрне Дмитрий Иванович апат-çимĕç хакĕсем Раççейри вăтам шайпа танлашма ăнтăлнинче курать. Çавна май вăл уйрăм ĕçме-çиме хакĕсене те асăннă. Калăпăр, çĕр улми республикăра 36% чухлĕ хакланнă, анчах унăн хакĕ пурпĕр çĕршыв­ри вăтам виçерен пĕчĕкрех. Хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан пирки те çавнах каламалла. Пĕтĕмĕш­ле илсен те пахча çимĕç хакĕсем Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Вĕсен ÿсĕмне витĕм кÿрес тĕллев­пе суту-илĕвĕн 13 организацийĕпе тата производительсемпе хаксене пĕр шайра тытса тăма çур çуллăха килĕшÿ тунă. Тепĕр мел — ярмăрккăсем. Вĕсенчи хаксем лавккарисенчен 20% пĕчĕкрех.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Кудрявцева продукци ытларах туса кăларни хаксене витĕм кÿме пулăшнине палăртнă. Ку енĕпе кăтартусем аван. Апат-çимĕç туса кăларассине республикăра 7,9% ÿстернĕ. Тĕрлĕ шĕвек производстви те 6,5% пысăкланнă. Аш-какай калăпăшне ÿстернĕ, çăмарта тĕлĕшпе дефицит çук. Патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă: кăçал патшалăх ял хуçалăхĕ валли 5,3 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.

Николай КОНОВАЛОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика