sad pamyti

Вăрмарсем «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче пуçĕсене хунă салтаксене халалласа кашни çулах йывăçсем лартаççĕ çак акци шайĕнче. Пинер ял тăрăхне кĕрекен Çÿлти Кинчер ял çывăхĕнче 2 çулти хыр хунавĕсене лартрĕç. Çÿлти Кинчер ял халăхĕ, Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, Пинерти, Çĕнĕ Кинчерти шкулсем хутшăнчĕç çак пархатарлă ĕçе, 100-е яхăн çын. Пĕтĕмпе Канаш лесничествинчен 4 пин ытла хыр тĕпĕ кÿрсе килнĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Александр Александров тата ыттисем те шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе пĕрле çамрăк хунавсем лартрĕç.

«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество руководителĕ Петр Николаевич Крылов ялшăн, унăн пуласлăхĕшĕн чылай ырă ĕç тăвать. Ку хутĕн­че те йывăç тĕмĕсене лартма йĕрсем тутарчĕ хуçалăхри тракторпа. Асфальтлă çулăн пĕр айккинче 450 метр тăрш­шĕ 6 йĕр, тепĕр енче тепĕр 2 йĕр. Кунта ĕçлекенсене чейпе, кăнтăрлахи апатпа тивĕçтерессине те хăйĕн çине илчĕ Петр Крылов. Хыр тĕпĕсене метр çурă дистанципе шахмат йĕркине пăхăнса лартрĕç. Хыççăнах шăварсах пычĕç. Ку ĕçе пурнăçлама Çÿлти Кинчер ял çынни Владислав Клементьевич Арманов хăй тракторĕпе хăй тухнă уя. Тикашри территори пайĕн начальникĕ Мираида Симонова Вăрмар муниципаллă округĕн администрацине тав тунине пĕлтерет йывăç хунавĕсене кÿрсе килнĕшĕн. Çавăн пекех активлă ял çыннисен ячĕпе те ырă сăмахсем калать. Акă, Çÿлти Кинчер ял старости Юрий Михайлович Иванов та, ытти чухне те ялшăн тăрăшаканскер, йывăç лартма тухнă. Мираида Симонова питĕ кăмăллă староста ĕçĕпе.

«Мăн асаттемĕрсене хисеплесе, Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа, астăвăма чыслăн упраса йывăç лартатпăр. Малашне кунта хыр вăрманĕ çĕкленетех», - терĕ Пинерти шкул директорĕ Герман Боредский те шкул ачисемпе пĕр­ле алла кĕреçе тытса.

Çÿлтикинчерсем йывăç лар­тассипе активлă. Иртнĕ кунсенче вĕсем ял пуçĕнче Пет­ров урамне перпендикулярлă темелле 3 пин çамрăк хунав лартса хăварчĕç. Хунавсене «Вăтам Энĕш» руководителĕ Петр Крылов хăй укçи-тенкипе туянса килнĕ. Ял халăхĕ нимелле лартнă. Çавăн пекех Петр Николаевичăн пуçарăвĕпе малтан масар пулнă территори йĕри-тавра та йывăçсем лартнă ял халăхĕ, сăваплă ĕç тунă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика