Кăçал Раççей Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне паллă тă­вать. Ку вăл çĕршыв историйĕнчи пысăк пĕл­терĕшлĕ дата. Çавăнпа ĕнтĕ 2025 çула Раççейре Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ тесе йышăннă.

Аслă Çĕнтерĕве халалласа паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, регионта Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Çĕнтерÿ диктанчĕ» историпе çутĕç акцийĕ иртет. Ăна кăçалхипе 7-мĕш хут йĕркеленĕ. Акцие тÿрремĕнех тата онлайн хутшăнма та пулать. Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслеме çынсене валли республикипех ятарлă лапамсем йĕркеленĕ. Диктант çырма Чăваш Енре 600 ытла пункт уçнă — шкулсенче, библиотекăсенче, культура центрĕсенче, предприятисемпе организацисенче. Вăрмар округĕнче Çĕнтерÿ диктантне кашни шкултах, çавăн пекех Вăрмарти ача-пăча библиотекинче, Кивĕ Вăрмарти тата Кивĕ Шулханти библиотекăсенче, Арапуçĕнчи культура çуртĕнче çыраççĕ.

Акцие хутшăнакансен 45 минут хушшинче 25 ыйтăва хуравламалла. Вĕсем пурте Аслă Отечественнăй вăрçăн тĕп пулăмĕсемпе, паттăрĕсемпе тата паллă датăсемпе çыхăннă. Диктант çыракансем сертификатсене тивĕçеççĕ.

«Çĕнтерÿ диктанчĕ» — истори астăвăмне упраса хă­вармалли, тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештермелли, пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ пирки аса илтермелли пысăк акци.

Тĕплĕнрех диктантпобеды.рф сайтра пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика