Çак кунсенче Хуруй ялĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă салтак-ентешĕмĕр Александр Юрьевич Чернов ячĕпе асăну хăми уçнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă палăк çине вырнаçтарнă.
Александр Юрьевич 2004 çулхи февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Контракт пусса ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, 21 çул та тултарайман — 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Александр Черновăн пурнăçĕ тăшмана хирĕç çапăçăва кĕрсен татăлнă.
Асăну хăмине уçма паттăр салтакăн ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕ, тăванĕсем, çамрăксем, ял халăхĕ йышлăн пуçтарăнчĕç. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ Татьяна Салахова, шкул директорĕн воспитани енĕпе тата ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕсемпе хутшăнассипе ĕçлекен заместителĕ Карина Павлова, технологи вĕрентекенĕ Петр Егоров, шкулта 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем те килчĕç. Вĕсем пурте Александр Юрьевича ăшă сăмахсемпе аса илчĕç, унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ тесе палăртрĕç. Сăмах каланă хыççăн палăк умне чĕрĕ чечексемпе кăшăлсем хучĕç.
Салтакăн тăванĕсем асăну хăмине уçма пуçтарăннă çынсене, хăнасене Александр Юрьевичăн ятне асра тытнăшăн, хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕç. Унтан пурте пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.
«Турă Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене упратăр, сыхлатăр. Вĕсем пурте тăван тăрăха ырă-сывă таврăнччăр, никамăн та хуйхă курмалла на пултăр», — тесе калаçрĕç пухăннисем пĕр-пĕрин хушшинче.
Елена АЛЕКСАНДРОВА, библиотекарь