Ятарлă çар операцийĕ мĕн пуçланнăранпах Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем салтак-ентешĕмĕрсем патне хавхалантаракан çырусем çырсах тăраççĕ.
Ку ырă йăла Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнченех тăсăлать. Ун чухне тăван тăрăхран килекен çырусем салтаксемшĕн пысăк савăнăç пулнă, вĕсене вăй кÿнĕ. Хальхи саманара та, иртнĕ çулсенчи пекех, салтаксем алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеççĕ, çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. Тăван килĕсенчен аякра çапăçакан СВО участникĕсемшĕн ырă сăмах çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Шăпах çавăнпа ĕнтĕ Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем республика шайĕнчи «Салтак валли Мăнкун открытки» патриотла акцие хастаррăн хутшăнчĕç. Вырăс чĕлхипе литературин урокĕнче 7-мĕш класс ачисем çак ырă йăлана — фронта виç кĕтеслĕ çырусем çырассине — аса илчĕç. Вĕсенчен кашниех ятарлă çар операцине хутшăнакансене чи ăшă сăмахсем çырма тăрăшрĕç, салтаксене тăван тăрăхра юратнине тата кĕтнине пĕлтерчĕç. Хăюлăхшăн, харсăрлăхшăн, паттăрлăхшăн тав турĕç, çирĕп сывлăх тата çывăх çыннисем патне часрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.
Ачасен чун-чĕринчен тухакан ырă сăмахсем пирĕн салтаксен кăмăлне çĕклессе тата вăй парасса шанатпăр.
Энĕшпуç шкулĕн сайтĕнчен