photo 2025 04 21 14 37 20

Кăçалхи апрелĕн 1-11-мĕшĕсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул выпускникне, Паттăрлăх орденĕн кавалерне, гварди лейтенантне — Донецк тата Луганск Халăх Республикисен ирĕклĕхне хÿтĕлесе пуçне хунă Вадим Владимирович Николаева асăнса волейболла выляссипе арçынсен командисем хушшинче турнир иртнĕ. Волейбол турнирĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Урмарский» уйрăмĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин спорт залĕнче волейболла выляссипе кашни çулах иртекен Шалти ĕçсен министерствин чемпионачĕн финал вăййисем пулса иртнĕ. Пĕтĕмпе ăмăртăва ЧР Шалти ĕçсен министерствин структурăллă подразделенисен тата районсенчи территори пайĕсен 21 команди хутшăннă. Полици сотрудникĕсем волейбол çаврăнăçулăха туптакан чăн-чăн команда вăййи пулнине палăртаççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем ла­йăх хатĕрленнĕ, спорт вăййине хĕрсе кайса пур кăмăлпа хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» команда пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăрнарти полици уйрăмĕн команди иккĕмĕш, Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн команди виççĕмĕш пулнă. Призерсене кубоксемпе, медальсемпе чысланă.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн команди апрель уйăхĕнче иртнĕ икĕ ăмăртăва хутшăнса иккĕшĕнче те çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, апла пулсан спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă полици сотрудникĕсем вăй хураççĕ Вăрмар округĕнче.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика