Апрелĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш чĕлхин кунĕ

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Çавна май апрелĕн 21-25-мĕшĕсенче Вăрмар округĕнчи шкулсенче Чăваш чĕл­хипе тăван ен культурин эрни иртнĕ. Ачасенче патриотлăх туйăмне аталантарас, вĕсене чă­ваш халăхĕн культурине явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Акă, Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5 «Б» класра «Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» темăпа класс сехечĕ пулнă. Вĕренекенсем Иван Яковлевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. 9-мĕш классем вара «Аслă патриар­хăн кун-çулĕн йĕрĕпе» викторинăна хутшăннă. И.Я.Яковлев чăвашсене ырă çынсем пулма, ваттисене хисеплеме, хастарлă та ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Чăвашсене пĕр-пĕрне пурнăçра пулăшса пыма, тăван чĕлхене юратма, упрама каласа хăварнă. Ачасем И.Я.Яковлевăн сăмахĕсем паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

«Часовой Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнче»

Вăрмар муниципаллă округĕнче «Часовой Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнче» акци пырать. Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнче вахтăра чи пултаруллă шкул ачисем — вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем, конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисем, çамрăк армеецсен отрячĕсен тата шкул музейĕсен активисчĕсем — тăраççĕ. Ма­йăн 9-мĕшĕччен акци округри кашни шкултах иртĕ. Унта хутшăнакансем Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене хисеплесе тата чысласа Çĕнтерÿ кунĕнчи уяв парадĕнче Çĕнтерÿ Ялавĕн копине çĕклесе утĕç.

Стратегипе килĕшÿллĕн

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарă­вĕпе тата хушăвĕпе Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегине йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн регионта кластер моделĕсене аталантарма, промышленноçпа индустри паркĕсем тума, технологисене çĕнетес тата экспорт шайне ÿстерес тĕллевпе инфратытăм проекчĕсене пурнăçлама палăртнă. Пирĕн республика машиностроени, электротехника, хими тата апат-çимĕç промышленноçĕ енĕпе çитĕнÿсем тăвать. Регионта 7 промышленноç кластерĕ ĕçлет, вĕсенчен 2-шне РФ Промышленноçпе суту-илÿ министерствин реестрне кĕртнĕ.

Производство аталанăвĕ

«Аквапром» завод перекетлĕ производство енĕпе активлă ĕçлес тĕллевлĕ. Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă предприятинче гидроаккумуляторсем тата сарăлакан пичкесем туса кăлараççĕ. «Аквапром» Раççейĕн тата СНГ çĕршывĕсен ертсе пыракан компанийĕсемпе çыхăнса ĕçлет, çулсерен 300 пине яхăн сарăлакан пичке туса кăларать. «Пирĕншĕн продукци пахалăхĕ малти вырăнта. Эпир тавара вăхăтра вырнаçтарма, производствăна анлăлатма тăрăшатпăр. Малашлăхра гидроаккумуляторсем валли мембранăсене те хамăр патăмăртах кăларма планлатпăр», — теççĕ предприяти руководителĕсем.

Бюджет политики

Республика бюджетне 2024 çулта мĕнле пурнăçланине калакан отчета Чăваш Ен Правительстви ырласа йышăннă. ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, 2024 çулта республика бюджечĕ пĕрремĕш хут 100 миллиардран та иртнĕ, тупăш пайĕ 107,1 млрд тенкĕпе танлашнă, расхутсем — 102,6 млрд тенкĕпе. 2023 çулхипе танлаштарсан бюджетăн тупăш пайĕ 13,0 млрд тенкĕ, е 13,8%, ÿснĕ. «Республика бюджечĕн расхучĕсем пирки калас пулсан, 2023 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан вĕсем 7,6 млрд тенкĕ, е 8,0 %, ÿснĕ. Абсолютлă кăтартусемпе илсен, «Вĕрентÿ», «Социаллă политика», «Сывлăх сыхлавĕ» пайсенче ÿсĕмсем пысăкрах пулнă», — тенĕ вăл.

Республика кунĕ тĕлне

Республика кунĕ тĕлне Етĕрнере чăваш хăмлине халалланă çĕнĕ музей уçасшăн. Кун пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Хăмла пахчисен шучĕпе Етĕрне округĕ малтисенчен пĕри. Иртнĕ çул пирĕн республикăра 135 гектар çинче хăмла туса илнĕ, вăл шутран 40 процентне /54 га\ Етĕрне тăрăхĕнче.

Патриотла воспитани

Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне ирттернĕ май ачасене патриотла воспитани парасси уйрăмах пысăк тимлĕхре. Вăрмарти тĕп библиотекăра, акă, çак кунсенче ачасене «Вĕсем вăрçă çинчен çырнă» куравпа паллаштарнă. Куравра Аслă Отечественнăй вăрçа халалланă илемлĕ литература, публицистика изданийĕсем, энциклопедисем пулнă. Ачасем халăхăн паттăрла ĕçĕ, вăрçă паттăрĕсемпе çар пуçĕсем, тыл ĕçченĕсем çинчен пĕлнĕ. Илемлĕ произведенисем хушшинче калавсем, повеçсем, ачасем валли сăвăсем, çавăн пекех вăрçа хутшăннă сăвăçсен хайлавĕсем те пулнă. Вăрçă çинчен вулани ачасене çав саманари пулăмсене, мирлĕ пурнăçа сыхланин пĕлтерĕшне лайăхрах ăнланма пулăшать.

Конференци иртет

Çулсерен апрелĕн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — çынсене ĕçри хăрушсăрлăх правилисем, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕн хаклăхĕ пирки аса илтересси. Ĕçлев сыхлавĕн актуаллă проблемисене халалласа çак кун форумсемпе çавра сĕтелсем, куравсемпе конференцисем иртеççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунĕ умĕн паян — апрелĕн 25-мĕшĕнче — Чăваш наци библиотекинче республика шайĕнчи «Ĕçлев сыхлавĕпе хăрушсăрлăхĕ-2025» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртет. Унта производствăри тата промышленноçри хăрушсăрлăхпа, пурнăçа тата сывлăха упрассипе, диспансеризаци тухассипе çыхăннă темăсене сÿтсе яваççĕ.

Финанс пĕлÿлĕхне ÿстернĕ

Ачасен финанс пĕлÿлĕхне ÿстерес, вĕсене экономикăпа кăсăклантарас тĕллевпе Вăрмарти тĕп библиотека сотрудникĕсем Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн çемьепе ачасене пулăшу кÿрекен уйрăмĕн воспитанникĕсемпе «Достоинство монет и купюр» темăпа финанс экскурсĕ ирттернĕ. Ачасем хут укçа мĕнле пулса кайни, 100, 200, 500, 1000 номиналлă банкнотсем çинче мĕн ÿкерни, купюрăсен пиччен тата тÿнтер енĕсене мĕн тесе калани çинчен пĕлнĕ. Вĕсем «укçа» викторинине тата «Укçа ăçтан пулса кайнă» вăййа хутшăннă, финанс пĕлÿлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăса хывнă.

Интернетри хăрушсăрлăх

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Никон Мартынов аслă классемпе «Кибербезопасность: предупрежден — значит вооружен» темăпа урок ирттернĕ. Унта çынсен даннăйĕсене хÿтĕлессипе, Интернетри хăрушсăрлăхпа, киберултавçăсене хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Хальхи вăхăтра усал шухăшлă çынсем халăха телефонпа усă курса улталани анлă сарăлнă, шкул ачисем çакăн пек ултавсен тĕсĕсемпе паллашнă. Телефонпа компьютер çинче вируса хирĕçле прог­раммăсем пулмаллине пĕлнĕ, шиклентерекен смс-çырусемпе сайтсенчен асăрханмаллине ăса хывнă. Цифра саманинче çак пĕлÿсем ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тăрă шыв çине кăларнă

Чиновникпе сĕт пуçтаракан хушшинчи коррупциллĕ схемăна Чăваш Республикин прокуратури тăрă шыв çине кăларнă. 2024 çулхи август уйăхĕнче сĕт пуçтарса вырнаçтарассипе ĕçлекен «Молтранс» тулли мар яваплă общество сотрудникĕ Пăрачкаври ветстанцин яваплă ĕçченне ют çĕршыва каймалли путевка сĕннĕ. Ун вырăнне чиновникăн сĕт экспертиза витĕр тухнă тесе суя хутсем туса памалла пулнă. Пăрачкав районĕн прокуратури административлă прес­туплени пирки ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухнă май организацие 500 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Культура ĕçченĕсене ял кĕтет

Чăваш Енĕн Культура министерстви «Земство культура ĕçченĕ» программăна хутшăнса ĕçлеме яла куçас кăмăллисене суйласа илмелли конкурс пуçланни çинчен пĕлтерет. Документсене июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнĕç. 2025 çулта ялсенчи культура учрежденийĕсене ĕçлеме каякан сакăр культура ĕçченĕ валли 8 миллион тенкĕ уйăрнă. Программăна хутшăнмалли тĕп условисен шутĕнче — культура сферинче ĕçлеме кирлĕ вăтам е аслă професси пĕлĕвĕ, отрасльти ĕç стажĕ. Специалистсем кирлĕ вакансисен пĕрлехи списокне çирĕплетнĕ. Кандидатсене пĕтĕмпе 22 должноç сĕнĕç. Вĕсен шутĕнче — хореограф, аккомпаниатор, ачасен искусство шкулĕн педагогĕ тата ыттисем. Раççей Президенчĕ хушнипе пурнăçлакан прог­раммăпа килĕшÿллĕн претендентсене пĕр хут паракан 1 миллион тенкĕлĕх тÿлевпе хавхалантарĕç. «Яла ĕçлеме килекенсем валли маларахах тивĕçлĕ условисем йĕркелени пысăк пĕл­терĕшлĕ — вĕсен çак ĕç вырăнĕнчен пăрахса каяс, ытти варианта тишкерес шухăш ан çуралтăр. Çавăнпа тĕрлĕ программăна çураçтармалла — пире кирлĕ тĕллев шанчăклăн тÿрре тухтăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Çĕнĕ çемье нумайрах

Республикăра çĕнĕ çемье нумайланни палăрать: 2025 çулăн 1-мĕш кварталĕнче мăшăрланни çинчен калакан 958 акта регистрациленĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12,7 процент нумайрах /пĕлтĕрхи январь-март уйăхĕсенче 850 мăшăрлану пулнă\. Мăшăрланма заявлени парасси те Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталне куçса пырать: 1-мĕш кварталта заявленисен çурринчен ытларах пайне, 56 процент, ун урлă йышăннă. Республикăн юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов çак туртăм вăй илнипе кăмăллă: «Ку ЗАГС ĕçĕсене цифровизацилени çак процеса республикăра пурăнакансемшĕн меллĕрех тунине çирĕплетет».

Отрасль аталанăвĕ куç умĕнче

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн иртнĕ пилĕк çуллăхри ĕçне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, медицина çĕнелсе аталанни куçкĕрет. Паллах, çакă отрасле пысăк укçа хывнипе те çыхăннă. Юлашки 5 çулта медицинăра ĕçе кĕртнĕ инвестицисен калăпăшĕ 145 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Паян кашни округра куçса çÿрекен медицина комплексĕсем ĕçлеççĕ, ялсем валли 134 автомобиль, çĕнĕ оборудованин 861 единицине туяннă. — 2020 çултанпа пациентсемпе ĕçлессин тухăçлă тытăмне йĕркелеме пултартăмăр — профилактикăран пуçласа пысăк технологиллĕ медпулăшу таран. Çакă сиплеве хăвăрт тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать, - тенĕ отрасль ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енре глэмпингсем хăпартаççĕ

Регионăн Экономика аталанăвĕн министерстви республикăри инвесторсен глэмпингсем тумалли 11 проектне федераци конкурсне тăратма суйласа илнĕ. Вĕсене пурнăçлама ыйтакан укçан пĕтĕмĕшле виçи 400 миллиона яхăн тенкĕпе танлашать. «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2025-2027 çулсенче хăнасем вырнаçмалли капиталлă мар модуль çуртсем тумалли конкурса хутшăнмашкăн пĕтĕмпе 29 заявка йышăнтăмăр, - пĕлтернĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. — Вĕсене тĕплĕ тишкерсе хак­ланă хыççăн конкурс валли 11-ĕшне суйласа илтĕмĕр. Чăваш Ен пуçарăвĕсене федераци шайĕнче тивĕçлипе хакласса шанатпăр».

Капиталлă юсав

Капиталлă юсав программипе кăçал Чăваш Енре 86 лифта улăштарĕç. Нумай хваттерлĕ 33 çуртри лифтсем çĕнелĕç. «Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăннипе лифт хуçалăхне вас­кавлăн çĕнетес ĕç пырать. 2020-2024 çулсенче 572 лифта улăштарнă. Вĕсенчен 162-шне Раççей промышленноç министерстви пулăшнипе çĕнетнĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре усă курмалли вăхăчĕ иртнĕ 1063 лифт шутланать. Регион ертÿлĕхĕ вĕсене 2030 çулччен улăштармалли тĕллев лартнă», - пĕлтернĕ Строительство министрĕ Владимир Максимов.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика