IMG 7519

Паян Вăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Геннадьевич Артамонов пулчĕ. Чи малтанах вăл Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пулчĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа лартнă палăк умĕнче вăрçă ветеранне Георгий Павлович Павлова çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, алă парса сывлăх сунчĕ. Унсăр пуçне ветерана Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин саламларĕç, тав турĕç. Мероприятие ял халăхĕ, шкул директорĕсем, ачасем пухăннă. Округри шкулсенчи кадет класĕсем строй уттипе утса тухрĕç. Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем Раççей ялавĕсене вĕлкĕштерсе илемлĕ хусканусем турĕç.

Çĕнĕ Вĕренер хыççăн премьер-министр Арапуç ялнелле çул тытрĕ. Арапуç активисчĕсем ялта шкул ыйтăвне татса парас тĕллевпе пуçтарăннă. Чылай çул канăçсăрлантаракан ыйтăва халăхпа пĕрле сÿтсе явма ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров килсе çитнĕ. Яваплă çынсем ача сачĕпе пуçламăш шкул вырнаçнă çурта пăхса çаврăнчĕç, салатма тытăннă малтанхи вăтам шкулпа паллашрĕç. Вĕсем ятарласа кунти лару-тăрупа паллашма, çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума килнĕ. Татăклăн хальлĕхе мĕн пуласси паллă мар-ха.

Çавăн пекех Сергей Артамонов Кивĕ Вăрмарти 150 вырăнлăх культура çурчĕн строительствипе паллашрĕ, подрядчиксемпе калаçрĕ. Ноябрь уйăхĕнче объекта туса пĕтерме шантараççĕ кунта ĕçлекенсем.

Премьер-министрăн ĕçлĕ çул-çÿревĕн маршрутĕнчи тепĕр объект — Вăрмар поселокĕнчи Порфирьев урамĕнчи 7 номерлĕ пурăнмалли çурт пулчĕ. Çуртăн фасачĕ çурăкланнă. Çакă унăн никĕсĕ пахалăхсăр пулнипе çыхăннă. «Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕ» ятарлă застройщикăн генеральнăй директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Артамонов шантарнă тăрăх, Порфирьев урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурта хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе усă курса туса пĕтерме, çĕнетме палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика