Вăрмарти тĕп больницăра призыв комиссийĕн çурхи призыври ларăвĕ пулчĕ. Призыв комиссийĕн председателĕн заместителĕ — Çĕрпÿ, Красноармейски, Вăрмар тата Куславкка районĕсен Çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен тата илекен уйрăмĕн начальникĕ Мария Руденко призыв комиссийĕн членĕсемпе канашлу ирттерчĕ, çурхи призыва ăнăçлă ирттермелли задачăсене палăртрĕ.
Призыв комиссине çитес вăхăтра çар службине ăсатмалли граждансене йыхравланă. Комисси членĕсем призывниксен докуменчĕсене, медицина хучĕсене пăхса тухрĕç, çамрăксем çар службине мĕнлерех шайра хатĕр пулнипе кăсăкланчĕç, спортпа туслă-и, хушма професси пĕлĕвĕ илнĕ-и тесе интересленчĕç. Яшсем пурте тенĕ пекех Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра тăма кăмăл пуррине палăртрĕç.
Чăваш Республикинче, пĕтĕм Раççейри пекех, 2025 çулхи çурхи призыв апрелĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ, вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Служба срокĕ унчченхи пекех юлать — 12 уйăх. Призывниксене Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вырнаçнă çар чаçĕсене ăсатаççĕ. Палăртмалла, сроклă служба салтакĕсене ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна ямаççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА