IMG 7336

Вăрмар муниципаллă округĕнчи ача сачĕсемпе шкулсене çÿрекенсене пĕрлештерсе тăракан «Мăнкун савăнăçĕ» юбилейлă XV-мĕш духовлă юрă-кĕвĕ фестивалĕ иртрĕ. Кăçал çак мероприятие округри 318 ача хутшăнчĕ. Культура çуртĕнче фойере ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе, воспитательсемпе пĕрле хатĕрленĕ поделкăсен куравне йĕркеленĕ. 3 тĕрлĕ номинаципе палăртнă Мăнкун темипе хатĕрленĕ япаласен ку­равне: «Пасха», «Мăнкун çăмарти», «Мăнкун куличĕ». Çулран-çул ăсталăхĕ ÿссе пырать конкурсантсен, ал ĕçĕсем илемлĕрех те пуянрах пулса пыраççĕ. Фестивале йĕркелесе ирттерме, ачасем валли парнесем туянма ырă кăмăллă çынсем пулăшаççĕ. Аслисем ачасен ĕçне хаклама пĕлни савăнтарать. Наталия матушка палăртнă тăрăх, Мăнçырмари чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулĕнче ятарлă архивра 15 çул хушшинче фестивале тăрат­нă ал ĕçĕсен сăнÿкерчĕкĕсем, заявкăсем типтерлĕн упранаççĕ.

«Мăнкун савăнăçĕ» фестивалĕн йăли-йĕркине 15-мĕш çул тытса пыраççĕ Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕпе Леонид аттепе Наталия матушка. Уява кăçал вĕсемпе пĕр­ле Михаил Архистратиг ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ Елисей иерей, Иоанн Богослов ячĕллĕ Энĕш­пуçĕнчи чиркÿ настоятелĕ Иоанн протоиерей те хутшăнчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пуçлăхĕн ятĕнчен культура, социаллă аталанупа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов Мăнкун ячĕпе саламланă, фестивале йĕркелесе ирттерекенсене, участниксене тав сăмахĕсем каланă. Çавăн пекех округăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ячĕпе информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Елена Николаева Леонид аттене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çырура Леонид протоиерее ачасемпе çамрăксене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре вĕрентÿ организаци­йĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, пирĕн пурнăçа ырă пулăмсемпе пуянлатма пулăшнăшăн тав тунă, малашнехи ĕçре ăнăçу суннă. Фестивале хутшăнакансене Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухă­вĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарти ÿнер шкулĕн директорĕ Ирина Васильева та саламланă.

Ача сачĕсемпе шкулсене çÿрекенсем юрласа, ташласа хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Вĕсене пурне те дипломсем, асăнмалăх парнесем панă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика