SVOТикаш ялĕнче пурăнакан Ева Федоровнăпа Юрий Васильевич Ивановсен çемйине çар чаçĕн командованийĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. Çырура ашшĕпе амăшне вĕсен хăюллă та паттăр ывăлĕшĕн — 3-мĕш çул ĕнтĕ ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра Тăван çĕршыва хÿтĕлекен Федор Юрьевич Ивановшăн — тав сăмахĕсем каланă.

Федор Юрьевич 1994 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче çуралнă, икĕ ывăлтан — кĕçĕнни. Тикаш шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химтехни­кумра пĕлÿ илнĕ. Унтан çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă — Сыктывкарта сержант шкулĕнче вĕреннĕ, Ростов-на-Дону хулинче Раççей Шалти Ĕçсен Министерствин Шалти Çарĕсенче службăра пулнă. Демобилизаци хыççăн чылай вăхăт Чулхула облаçĕнче ĕçленĕ. 2022 çулта повестка килсен çамрăк кĕске вăхăтра пуçтарăннă та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Халĕ Федор Иванов сержант Запорожье облаçĕнче Чăваш мотострелковăй полкра отделени командирĕ пулса службăра тăрать.

«Сирĕн ывăлăр паянхи кун хăйĕн тус-юлташĕсемпе пĕрле патшалăх интересĕсене хÿтĕлет, мирлĕ пурнăçшăн тата граждансен ырлăхĕшĕн тăрăшать, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать, çавăншăн Сире чун-чĕререн тав тă­ватпăр. Службăра тÿрĕ кăмăлпа палăрса вăл мăн асаттемĕрсен мухтавлă ĕçне малалла тăсать. Сирĕн ывăлăр Конституцире çырнă тивĕçе чыслăн тата паттăррăн пурнăçланине мăнаçланса пĕлтеретпĕр. Шăпах та çакăн пек арçынсем пуррипе пирĕн çĕршыв пĕрлĕхлĕ тата вăйлă», — тенĕ Тав çырăвĕнче.

Эпир те салтакăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле са­вăнатпăр тата мухтанатпăр. Вĕсем иккĕшĕ те Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн социаллă пулăшупа килте тивĕçтерекен 1 номерлĕ уйрăмĕн ĕçченĕсем. Ивановсен çемйине çирĕп кăмăллă пулма, ывăлне Çĕнтерÿпе кĕтсе илме сунатпăр. Кашни салтак хăйсен çывăх çыннисем патне ырă-сывă таврăнасса ĕненетпĕр.

Надежда СКВОРЦОВА, васкавлă социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмăн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика