IMG 7582

Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă туса Арапуçĕнче ытти ялсенчи пекех митинг иртрĕ. Арапуçсем ялтан Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă ентешĕсене, ветерансене халалласа лартнă палăка çĕнетсе реконструкциленĕ хыççăн торжествăлла лару-тăрура уçрĕç. Сумлă хăнасем, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем, шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсем, ача садне çÿрекенсем, ял халăхĕ йышлă пуçтарăннă мероприятие.

Палăк территорине ял халăхĕ тăрăшнипе 2024 çулхи кĕркунне пуçарулăх бюджечĕн программипе хăтлăх кĕртнĕ.

Çак пархатарлă ĕçре Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Конструктив» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн Андрей Владимирович Баржеевăн, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Владимир Анатольевич Ивановăн, ял старости Станислав Петрович Петровпа вăл ертсе пыракан бригадăн тÿпи пысăк.

Андрей Баржеев — проект подрядчикĕ. Станислав Петров — проект авторĕ. Владимир Иванов — пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле суммăран 20 процентне хăйĕн укçи-тенкине тÿлекенĕ. Çавăн пекех пархатарлă ĕçе хутшăннă ытти çынсем те тав сăмахне тивĕçрĕç. Арапуçĕнчи территори па­йĕн начальникĕ Евгений Михайлович Спиридонов палăка хăтлăх кĕртес ĕçе хутшăннă пур çынна та тав турĕ. Чылайăшĕ Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ.

Çак ялтан Аслă Отечественнăй вăрçа 242 çын тухса кайнă Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, вĕсенчен 182-шĕ киле таврăнайман. 126 салтак хыпарсăр çухалнă. Арапуçсем Ленинграда, Мускава хÿтĕленĕ, Сталинградшăн çапăçнă, Европăри çĕршывсене ирĕке кăларнă чухне, Рейхстага штурмланă çĕрте хутшăннă. Палăк фронтовиксен ячĕсене çитĕнекен ăрусем валли ĕмĕрлĕхех упраса хăварĕ.

Сумлă хăнасен йышĕнче Арапуç ывăлĕ, Раççей тата Чăваш писателĕсен союзĕсен членĕ Юрий Пет­ров Сантус-Ара, Раççей ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Виталий Осипов, Германире службăра пулнă Совет çарĕсен ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн яваплă секретарĕ Надежда Яловенко, Раççейри ветерансен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ, писатель Эдисон Патмар, Раççейри ветерансен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕн пулăшуçи Владимир Лукиянов, «Раççейри танкистсен союзĕ» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕ Михаил Пуклаков, çар тата тинĕс флочĕн ветеранĕ Владимир Николаев, Арапуç хĕрĕ, поэтесса, çыравçă Татьяна Дорофеева-Миро тата ыттисем те пулчĕç.

Мероприяти тăршшĕпех патриотла юрăсемпе сă­вăсем янăрарĕç. Шкул ачисен пултарулăхĕ тыткăнларĕ курма килнисене. Юрий Петров-Сантусăн сă­ввисене те пур кăмăлтан ăсран пăхмасăр каларĕç аслисем те, ачасем те. Вăрçă çулĕсенчи нушана курса çитĕннĕ, 96 çула çывхарса çитекен Галина Николаевна Петровăна Раççейри ветерансен союзĕн Чă­ваш Енри уйрăмĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç, унăн пĕр ывăлне Станислав Петровича çак организаци членĕ пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕç, тепĕр ывăлне Юрий Петрович Сантуса Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа асăну медалĕпе чысларĕç.

Вăрçă хирĕсенче юлнă паттăрсене асăнса шăп­лăх минучĕ иртрĕ. Арапуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Евгений Спиридонов шкул ачисемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва касса çĕнетнĕ палăк умне çул уçрĕç. Пухăннисем пурте ун умне чĕрĕ чечексем, кăшăлсем хучĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика