Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн патриотла акцисем ирттересси пирĕн çĕршывра ырă йăлана куçнă. Акă, Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем те совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа Пĕтĕм Раççейри «Георги хăйăвĕ» тата «Çĕнтерÿ чÿречисем» акцисене хастар хутшăннă. Георги хăйăвне вĕсем ятарлă çар операцийĕн участникĕн — çак кунсенче тăван Шăхаль ялне кĕске отпуска килнĕ Михаил Олегович Афанасьевăн кăкăрĕ çине те çыхса янă /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Михаил Афанасьев 2003 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн салтак тивĕçне пурнăçланă — 2022-2023 çулсенче Воронеж облаçĕнче мотострелковăй дивизинче службăра пулнă. Демобилизаци хыççăн ĕçлеме тытăннă.
Паянхи кун, Тăван çĕршыв неонацизм хăрушлăхĕ умĕнче тăнă май, чылай çамрăк айккинче юлма пултараймасть, чи харсăррисем тата хăюллисем хăйсен ирĕкĕпе СВОна çул тытаççĕ. Михаил Олегович та вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе ятарлă çар операцине хутшăнма 2024 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче контракт пуснă, пехотинецсен ретне тăнă.
Паллах, салтак пурнăçĕ çăмăл мар, темĕн тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕрĕслев те сыхласа тăрать вĕсене. Михаил Олегович та хăрушлăхпа пĕрре кăна мар куç-куçăн тĕл пулнă, снаряд осколокĕпе те аманнă...
Хальхи вăхăтра кĕске отпускра пулнă май килте ирттернĕ кашни минут хаклă Михаилшăн. Çемйине пулăшать, тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе тĕл пулать, Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа ялта ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă вăл. Анчах, шутлă кун хăвăрт иртет тенĕ пек, çара таврăнма та вăхăт çитсе пырать. Амăшĕ Елена Михайловна, йăмăкĕ Ксюша, шăллĕ Антон яланах пулăшса, тĕрев парса тăраççĕ салтака, уншăн кĕл тăваççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
