vOLВăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнчи черетлĕ ĕçлĕ эрне анлă ларуран пуçланнă. Ларăва уçнă май Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ кÿрессипе тăрăшакан активистсене чысланă. Наградăсене пĕр çар чаçĕн командованийĕнчен ярса панă.

Вăрмар округĕн волонтерĕсем СВО пуçланнăранпах пирĕн салтак-ентешсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ, вĕсене пĕчченлĕхре хăвармаççĕ, хавхалантарса, тĕрев парса тăраççĕ. Ыркăмăллăхпа патриотлăх ĕçне хастар кÿлĕннĕ май волонтерсем Раççей Çарĕшĕн çирĕп тыл пулса тăнă. Чылайă­шĕн хăйсен те çывăх çыннисем паянхи кун Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлесе неонацистсене хирĕç çапăçаççĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев волонтерсен ĕçне пысăк хак панă. «Активлă çынсем пулăшнипе салтаксене чылай çăмăлрах. Вĕсем хăйсене тă­ван тăрăхра кĕтнине тата яланах пулăшма хатĕррине курса тата пĕлсе тăраççĕ», — тенĕ вăл.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика