IMG 20250507 163426 108

Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă уяв умĕн Вăрмар район судĕн­че паллă мероприяти иртнĕ — 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Вăрмар тата Тăвай ра­йон сучĕсенче ĕçленĕ судьясене асăнса стенд уçнă.

Чаплă лару-тăрура иртнĕ мероприятие суд председателĕ В.И.Павлов, В.Н.Никифорова судья, отставкăри судья Г.А.Николаев, çавăн пекех судăн Вăрмарти уйрăмĕн сотрудникĕсем хутшăннă.

Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă судьясен сăн ÿкерчĕкĕсене çыпăçтарнă Асăну стендне Вăрмар район сучĕн çуртĕнче холра вырнаçтарнă. Стенд çинче 14 судья çинчен, вĕсен паттăр ĕçĕсемпе наградисем пирки вуласа пĕл­ме пулать.

Татьяна ИВАКОВА, пресс-секретарь

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика