Унăн темисем çаксем пулчĕç:вĕрентÿ отраслĕн 2024-2025 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, аслă вĕрентÿ заведенийĕсемпе техникумсене вĕренме кĕмелли кампани; ачаллă çемьесене кÿрекен пулăшу мерисем; республикăра "Пушкин картти" проект пурнăçланни; 2025 çулхи шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; 2025 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли плансем çинчен. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пыракан ушкăн информаци кунĕнче Вăрмар поселокĕнче ĕçлерĕ. Арапуçĕнче пурăнакансемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов тĕл пулса калаçрĕç. Ялти территори пайĕн начальникĕ Евгений Спиридонов, староста Станислав Петров, культура çурчĕн заведующийĕ Евгения Петрова, библиотека заведующийĕ Олеся Петрова, шкул ĕçченĕсем калаçăва шкулта йĕркелерĕç. Иван Николаевич информкун темисене çутатнисĕр пуçне пухăннисене ял хуçалăхĕ енĕпе паянхи кун мĕнлерех программăсем ĕçлени пирки каласа ăнлантарчĕ. Сĕт хакĕ йÿнелсе пыни пăшăрхантарть арапуçсене. Паянхи кун 24 тенкĕпе туянса каяççĕ, çакă ĕне хуçисен кăмăлне хуçать. Евгений Спиридонов шыва кĕмелли тапхăр çитнине кура ялта пĕвесем умĕнче «Купаться запрещено» тесе çырнă плакатсем вырнаçтарса тухнине, уйрăмах ачасене шывран асăрханмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарса памаллине, инструктаж ирттермеллине каларĕ. «Водолазсене кашни çулах пĕрер пĕве тĕрĕслеттеретпĕр. Пĕлтĕр Лашманра, кăçал сысна ферми пулнă вырăнти пĕвене тĕрĕслеттернĕ. Кашнинчех мĕн те пулин тухать, тимĕр е урăх япала», - терĕ Евгений Михайлович. Тĕрĕссипе Вăрмар округĕнче шыва кĕме юракан вырăн çук та.
Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паянхи кун 15 çын ĕçлет, пĕтĕмпе 29 ача вĕренет, шкул çумĕнчи ача садне 34 ача çÿрет. Анчах та шкула ертсе пыракан, вырăнта пурăнакан директор кирлĕ. Çитес вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленессине маларахах пĕлсе тăмалла кунта ĕçлекенсен, тĕслĕхрен, ачасем валли ĕç тетрачĕсем йÿнĕрех чухне туянса юлмалла, классене сăрласа çĕнетмелле.
Информаци кунĕнче халăхран пуçтарăннă ыйтусене пурне те шута илнĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
