Semenova

Чăваш Республикин Правительстви хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăракан çынсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарса, наградăсемпе чысласа тăрать. Пысăк хисепе тивĕçекенсен хушшинче Вăрмар округĕн представителĕсем те сахал мар.

Иртнĕ кунсенче, акă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев рес­публикăри муниципаллă пĕрлешÿсен чи лайăх представителĕсене наградăланă. Чыслав Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ шайĕнче иртнĕ. Çак уява Раççей Президенчĕ Владимир Путин йĕркеленипе çĕршывра 13-мĕш çул паллă тăваççĕ ĕнтĕ. Пысăк пулăм пĕтĕм регионти вырăнти влаçсен, обществăлла организацисен представителĕсене тата активистсене пуçтарнă.

«Муниципалитетсенчи влаç — управлени ĕçĕн тĕп тытăмĕсенчен пĕри. Вăл палăртнă территоринче пурăнакансен хăтлă пурнăçне тивĕçтерессишĕн яваплă. Чăваш Республики — вырăнти хăйтытăмлăха пĕр шайри тытăма куçарнă регионсенчен пĕри. Çавна май эпир финанс çăлкуçĕсене те пĕрлештерме пултартăмăр, конкретлă ыйтусене тимлĕх уйăрса муниципалитетсен аталанăвĕн программисене йĕркелес ĕç-хĕле те пĕрлештертĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли вара — эпир çав ыйтусене комплекслă майпа татса пама тытăнтăмăр. Вырăнти хăйтытăмлăха территорисенчи обществăлла хăйтытăмлăхсемпе /ТОС\, старостăсен тата активистсен институчĕсемпе çирĕплетни вара сиксе тухакан ыйтусене оперативлă татса пама пулăшать», — палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Савăнăçлă мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн делегацийĕ те хутшăннă. Ăна округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă. Çав кун Чупайри территори пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Нина Витальевна Семенова /сăн ÿкерчĕк çинче сылтăмра\ регион Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» наградăна тивĕçнĕ.

Нина Витальевна Семенова Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче электротехника факультетĕнчен инженер-электрике вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Шупашкар хулинче «Чувашкабель» заводра инженер-технолог пулса ĕçленĕ. 2004 çултан Чупай ялĕнчи клубра директорта вăй хунă. 2007 çултан Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕн­че ĕçлеме тытăннă. Çавăн пекех вăл 2011 çултанпа Чупайĕнчи 1532 номерлĕ суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшса ĕçлет.

Ĕçĕ яваплă та çăмăл мар Нина Витальевнăн, анчах тÿрĕ те çирĕп кăмăллă пулнăран умри тĕллевĕсене пурнăçласах пырать вăл, тăван ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн тăрăшать, çавăнпа ял-йышра, çынсем хушшинче пысăк хисеп­ре.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика