Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри çулсене нормативпа килĕшÿллĕн тытса тăрассине хăй контрольлесе тăрать. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче хальхи вăхăтра регионти çулсене юсассипе анлă ĕçсем пыраççĕ.
Çавăн пекех регионти тата муниципалитетсенчи çулсем çинчи паллăсене çĕнетессипе те малалла вăй хураççĕ. Ку ĕçе «НСК» тата «Тандем» тулли мар яваплă обществăсем пурнăçлаççĕ. Вĕсем хире-хирĕç пыракан транспорта уйăрмалли паллăсене, çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенчи, автобус чарăнăвĕсен çумĕнчи, автомашинăсем йышлă çÿрекен вырăнсенчи паллăсене çĕнетеççĕ. Пĕтĕмĕшле 1,5 пин км çул çинче ĕçлеме, ĕçсене кăçалхи июнь уйăхĕн варриччен вĕçлеме палăртнă.
Унсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе кăçал республикăри çулсен хĕррипе йывăçсене тата тĕмсене пĕтерессипе те мероприятисем ирттерме планланă. Ĕçсем «Волга-Марпосад», «Аниш», «Калинино-Батырево-Яльчики», «Чебоксары-Сурское» автоçулсем çинче пырĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕнче те çул-çĕре юсассине тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ кунсенче «Вăрмар-Арапуç-Кĕтеснер» автоçул çинчи участок çинче — Вăрмар поселокĕнчи Киров урамĕнче — юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи 1 км тăршшĕ участока та юсаса якатнă.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«2030 çул тĕлне 400 км яхăн çул-йĕре юсăпăр. Ку вăл пирĕн республикăра пурăнакан 500 пин ытла çынна транспортпа чăрмавсăр усă курма пулăшĕ.
«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче кăçал республикăра 70 км тăршшĕ 33 çул-йĕр объекчĕ çинче ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Çавăн пекех 4 кĕпер юсама, çынсем пурăнакан вырăнсенчи 6 км çула çутăпа тивĕçтерме планланă».
