fu

Вăрмар муниципаллă округĕнче Раççей наци проекчĕсене пурнăçлассипе хастар ĕçлеççĕ, çав шутра «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин задачисене пурнăçласси те малти вырăнта.

Акă, футбол вăййине малалла аталантарас тата çынсем хушшинче сарас, халăхăн сывлăхне çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, спортсменсен ăсталăхне ÿстерес, чи вăйлă командăсене тупса палăртас тĕллевпе Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта 2025 çулхи футбол сезонне уçнă май суперкубок çĕнсе илессишĕн вăйă иртнĕ.

Футболистсен умĕнче хавхалантаракан сăмахсемпе ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ Александр Степанов, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, самбо тата дзюдо енĕпе СССР спорт мастерĕ Юрий Сейфуллин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, ятарлă çар операцийĕн участникĕ, «Вăрмар» ФК» пĕрлештернĕ командăн членĕ Михаил Васильев тата ыттисем те тухса калаçнă. Футбол çынсен сывлăхне çирĕплетме, ÿт-пĕвне тĕреклетме пулăшнисĕр пуçне вĕсен хушшинчи туслăхпа ăнланулăха та çирĕплетнине палăртнă. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăланăшăн, футболпа çыхăннă ырă йăлана малалла тăснăшăн тав туса ырлăх-сывлăх суннă.

Вăрмар муниципаллă округĕ хăйĕн паллă спортсменĕсемпе мухтавлă. Вĕсем Вăрмар тăрăхне Чăваш Республикинче те, Раççейре те, çĕршыв тулашĕнче те чапа кăларнă. Вĕсен йышĕнче — Николай Сейфуллин. Палăртмалла, шăпах футбол вăййи иртнĕ кун Вăрмарти спорт шкулĕнче СССР спорт мастерне Н.А.Сейфуллина асăнса самбо енĕпе республика шайĕнчи турнир иртнĕ.

Футбол патнех таврăнар. 2025 çулхи сезонра футболла выляса Суперкубок çĕнсе илессишĕн иртнĕ вăйăра çивĕч тупăшра Вăрмар округĕнчи çамрăксен команди ветерансен командине çĕнтерсе 1-мĕш вырăна йышăннă. Çамрăксен командине куçса çÿрекен Кубокпа тата медальсемпе, ветерансен командине медальсемпе наградăланă. Çавăн пекех футболистсене уйрăм номинацисенче те палăртнă. «Чи ла­йăх вăйăçă» ята çамрăксен командинчи Иван Григорьев, «Чи лайăх вратарь» ята ветерансен командинчи Александр Николаев, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята çамрăксен командинчи Илья Васильев тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика