sub

«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар округĕнчи ялсенче тата Вăрмар поселокĕнче час-часах тĕрлĕ акцисем, субботниксем ирттереççĕ. Сăмахран, Çимĕк кунĕ çывхарса пынă май масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси халăхшăн малти вырăна тухса тăрать.

Шăхаль ялĕнче пурăнакансем те ял хĕрринче вырнаçнă масар çинче туслă йышпа субботник ирттернĕ. Кунта хăйсен ялне юратакан, уншăн пăшăрханакан тата тăрăшакан чăн-чăн патриотсем пухăннă. Вĕсем масар территорине ÿссе кайнă тĕмсенчен, типĕ йывăçсен вуллисемпе тураттисенчен тасатнă, çÿллĕ курăка çулса пăрахнă. Шăхальти территори пайĕн начальникĕ Александр Горбунов ырă ĕçе хутшăннă мĕнпур çынна тав тунă, пурте пĕрле кирек мĕнле ĕçе те ăнăçлă пурнăçлама май килнине каланă.

Палăртмалла, Шăхаль масарĕ икĕ пайран тăрать: çĕнĕ масар тата кивĕ масар. Ĕçлекенсем хальхинче çĕнĕ масар территорине тирпейленĕ. Çитес кунсенче тепĕр хутчен субботник ирттерсе кивĕ масар территорине те тасатас тĕллевлĕ шăхальсем. Унта та халăх йышлăн пухăнасса шаннине пĕлтерет Александр Михайлович.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика