i0TNlIepjiw

Пирĕн паттăр ентешĕмĕр Сергей Владимирович Никаноров çĕршывшăн йывăр тапхăрта айккинче юлма пултарайман, вăл çар комиссариачĕпе контракт пусса ятарлă çар операцине хутшăнать. Çак кунсенче Сергей тăван тăрăхра кĕске отпускра пулчĕ. Тăванĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсем ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕç ăна.

Пысăк Енккассинчи культура çур­тĕн­че хăюллă салтакпа тĕлпулу иртрĕ. Сергей — сывă пурнăç йĕркипе, физкультурăпа тата спортпа туслă çамрăк, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕн Юрий Архиповăн воспитанникĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул йышĕнче тĕрлĕ ăмăртусене ăнăçлă хутшăннă. Çар службинче пулса çирĕпленнĕ.

Пушă вăхăтра Сергей «Шанчăк» ача-пăча инструмент фольклор ансамбльне çÿренĕ, пĕрре кăна мар рес­публика, район шайĕнчи конкурссенче лауреат пулнă. Ансамбльте вăл балалайка каланă. Ялти культура çурчĕн музейĕнче унăн юратнă музыка инструменчĕ паянхи кун та упранать. Тĕлпулăва ансамблĕн участникĕсем те хутшăнчĕç. Хăй вăхăтĕнче Сергей вĕсемпе пĕрле концертпа республикăн тĕр­лĕ кĕтесне те çитсе курнă. Ахальтен мар уншăн ялти культура çурчĕ çав тери çывăх. Мĕн ачаран культура патне туртăннăран тата спорта кăмăлланăран Сергей чăн-чăн патриот пулса çитĕннĕ тени пĕрре те йăнăш пулмасть. Тĕлпулу каçне пухăннă çынсем Сергей Владимировича тăван килне ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе часрах таврăнма сунчĕç. Паянхи кун вăл каллех çапăçу хирĕнче ĕнтĕ, алла хĕç-пăшал тытнă.

Николай ГАВРИЛОВ, Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика