
Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕ 40 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл 1985 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул çитнĕ тĕле, уçăлнă. Музейĕн хаклавсемпе сĕнÿсен кĕнекинче чи пĕрремĕш сăмахсене Энĕшпуç ялĕнче пурăннă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Н.К.Константинов, Вăрмар районĕнчи ĕç тăвакан комитетăн председателĕ Н.П.Дмитриева, Вăрмар районĕнчи çар комиссарĕ Звонков майор çырса хăварнă.
Шкулти педагогсен коллективĕ тата вĕренекенсем тăрăшнипе, сайра материалсем пуçтарнипе, ку ĕçе ял халăхĕ те хутшăннипе музей нумай çул ăнăçлă ĕçлет. Мĕн кăна çук кунта: фотодокументсем, тав çырăвĕсем, фронтран янă çырусем, орденсемпе медальсем, çапăçусене хутшăннă çынсен асаилĕвĕсем, çар хĕç-пăшалĕн пайĕсем тата ытти те — пурĕ 1600 ытла экспонат. Анчах та музей ĕçне йĕркелес енĕпе чи пысăк тÿпе хывнă çын вăл Иван Васильевич Криков — вĕри чĕреллĕ патриот, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, халăх çутĕçĕн отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, музейсен регион тата çĕршыв шайĕнчи смотрĕсен 3 хутчен лауреачĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн хисеплĕ таврапĕлÿçи, Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, В.Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, нумай кĕнеке авторĕ. Вăл пĕтĕм хăйĕн пурнăçне ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парассине, Энĕшпуç ялĕнчен тухнă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ĕмĕр астăвăмра хăварассине панă.
Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕн 40 çулхи юбилейĕ çитнĕ ятпа çак кунсенче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Хисеплĕ хăнасем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕçри паттăрлăхне халалланă стела умне чечексем хучĕç, унтан Иван Васильевич Çар Мухтавĕн музейĕнче экскурси ирттерчĕ. Музей мĕнле пулса кайни, Энĕшпуç ялĕн историйĕпе паллă çыннисем, музейри экспозицисемпе экспонатсем çинчен каласа пачĕ.
Паллă пулăм ячĕпе саламласа Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ С.Павлов, шалти ĕçсен службин отставкăри полковникĕ В.Нягин, шкул директорĕ Т.Салахова, Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Л.Михайлова, Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал заведующийĕ В.Юсов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Ăшă сăмахсем сахал мар пулчĕç çак кун, музей ĕçне тытса пыракан, унăн аталанăвне тÿпе хывакан активистсене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Татьяна САЛАХОВА, Энĕшпуç шкулĕн директорĕ
