Ятарлă çар операцийĕ

Пĕр тĕвве хыт чăмăртать.

Тĕрекĕ унăн — тĕрлĕ наци.

Ăнланса пĕрле туптать.

Чăвашра пур Вăрмар Ен,

Илемне пăхса килен.

Чи пахи - халăх ĕçчен,

Вăй хурса ĕçлет каçчен.

Пулăшу кÿме васкать

Чун-чĕре туртăмĕпе.

Таната, паллах, çыхать,

Ырă туйăм таппипе.

Тÿпере çăхан явăнать.

Усси самай танатан.

Ытла чĕре пăлханать

Кулянма сăлтав пуртан.

Йывăрлăха çĕнтерме

Çынна кирлĕ халь пĕрлĕх.

Туслăха çирĕплетме

Сÿнми шанчăк - тĕрĕслĕх.

Вăхăт çук килте ларма.

Пулăшу вăл — пĕрлĕхре.

Халăх пĕлмест ывăнма.

Çĕнтерÿ ун — тĕллевре.

Светлана НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика