Вăрмарти культура çуртĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн аталанăвĕпе çыхăннă пысăк мероприяти — Вăрмарти вĕрентÿ кластерĕн ларăвĕ иртрĕ.
Ларăва Раççей шайĕнчи экспертсем, республикăри муниципаллă округсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ регионсен, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе техникумсен, организацисен представителĕсем, Вăрмар округĕн администрацийĕн яваплă çыннисем, предпринимательсемпе фермерсем, вĕрентÿ сферин ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Мероприяти модераторĕ пулса экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççейри ăслăлăхсен Академийĕн советникĕ Олег Асмус ĕçлерĕ.
Ларăва хутшăнакансен умĕнче саламлă сăмахпа тухса калаçнă май Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăксем тарăн пĕлÿ илнин пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ. Вĕсем малашне хамăр муниципалитетрах аслă пĕлÿ илме, кунтах ĕçе вырнаçма пултарччăр тесе республикăри ертсе пыракан аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе нумай енлĕ килĕшÿ тунине аса илтерчĕ. Тата тепĕр паллă пулăмпа савăнтарчĕ — Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула «Раççейри ăслăлăхсен Академийĕн никĕсĕнчи шкул» статус пама йышăннă. Ку вăл Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ пачах та çĕнĕ шая хăпарнине пĕлтерет. Çак ятпа вăрмарсене видеоçыхăну мелĕпе Раççейри ăслăлăхсен Академийĕн президиумĕн тĕп ученăй секретарĕн заместителĕ Сергей Соловьев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов саламларĕç.
Пухăннисемшĕн паллă экспертсем тухса калаçни интереслĕ те усăллă пулчĕ. Хими ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççейри ăслăлăхсен Академийĕн профессорĕ Мария Калинина регионсенчи ăслăлăхпа вĕрентĕвĕн аталанăвĕпе уйрăмлăхĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Раççейри стратеги консультанчĕ — Экономикăн аслă шкулĕн инвестицисен анализĕн Центрĕн директорĕн заместителĕ Сергей Лозинский Раççейри регионсен 2035 çулчченхи аталанăвĕн тĕп енĕсем пирки каласа пачĕ. Агропромышленность комплексĕн эксперчĕ Дмитрий Кожевников АПКри çĕнĕлĕхсем тата 2035 çулчченхи перспективăсем çинчен ăнлантарчĕ. Экспертсем ларăва хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, сĕнÿсем пачĕç, хальхи саманара мĕнле специальноçсем уйрăмах кирлине уçăмлатрĕç.
Мероприяти тăршшĕпех тĕп калаçу Вăрмар округĕн аталанăвĕ тавра пычĕ. Чи пĕлтерĕшли — çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшмалла, вĕсене ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне явăçтармалла, тăван тăрăхрах тĕпленсе кунта ĕçлесе пурăнма хавхалантармалла тата условисемпе тивĕçтермелле, мĕншĕн тесен пирĕн пуласлăх шăпах çамрăксенче. Çак тĕллевсене пурнăçлассипе Вăрмар муниципаллă округĕ пысăк утăмсемпе малаллах утăмлать.
Ирина ДАНИЛОВА
