Шупашкарти Коопераци институтĕнче аслă ăру çыннисем хушшинче компьютерла многоборье енĕпе Республикăри XV-мĕш Чемпионат иртнĕ.
Мероприяти тĕллевĕ — паянхи информаци уçлăхĕнче пенсионерсем хушшинче цифра пĕлÿлĕхне ÿстересси. Ăмăрту паянхи йышши компьютер аудиторийĕсенче иртнĕ. Участниксем конкурс заданийĕсене виçĕ тĕрлĕ номинаципе пурнăçланă: «Пĕтĕм тĕнче - кĕсъере» /Весь мир в кармане\ /смартфонпа ĕçлесси\; «Сывă пурнăç йĕрки — вăрăм пурнăç никĕсĕ»; «Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе – 80 çул». Смартфонпа, шырав системисемпе, тĕрлĕ сервиссемпе ĕçлеме, браузерта тĕрлĕ контента тухăçлă шырама, упраса хăварма пĕлнине кăтартнă конкурсантсем.
Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысласа саламланă. Цифра технологийĕсемпе кирек епле ÿсĕмре те усă курма пултарнине çирĕплетсе пачĕ Чемпионат тепĕр хутчен. Пурнăçри активлăх тата çĕнĕ пĕлÿ патне ăнтăлни аслă ăру çыннисене трендра пулма пулăшать.
Вăрмар округĕн чысне республикăри Чемпионатра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информатика предметне вĕрентекен пысăк опытлă учитель Аврора Петровна Григорьева тивĕçлĕн хÿтĕленĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чăннипе вара Аврора Петровна пĕрремĕш вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕпе пĕр тан балл пухнă. Чемпионатра вара пĕр пек бал пухакан конкурсантсем хушшинче аслăрах ÿсĕмрисене привилеги параççĕ. Аврора Петровнăна Вăрмар округĕн чысне çÿллĕ шайра кăтартнăшăн саламлатпăр!
Галина АЛЕКСЕЕВА, Раççей пенсионерĕсен Вăрмар округĕнчи Канашĕн председателĕ
