ks89xZwuYd8Чăваш Респуб­ликин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024-2025 вĕренÿ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă. Чăваш Енри шкул ачисем çак çулсем хушшинче пĕрремĕш хутчен олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче 6 çĕнтерÿпе палăрнă — физика, географи, биологи, литература тата экологи предмечĕсемпе мала тухнă.

«5 çул каялла эпир пирĕн вĕрентÿ тытăмĕ çамрăк педагогсемпе наставниксемшĕн интереслĕ пултăр тесе сăмах хускатнă май вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен улăштарма тытăнтăмăр — шкулсене юсаса оборудованипе тивĕçтертĕмĕр, вĕрентÿ процесне çĕнетрĕмĕр. Ку вăл çамрăк вĕрентекенсене вĕрентÿ тытăмне ытларах илĕрт­ме пулăшрĕ, ачасем вара лайăх результатсемпе палăрма тытăнчĕç. Кăçал, акă, çĕнтерÿçĕсен йышĕ татах та ÿснĕ. Çапла эпир тĕрĕс çулпа утăмлани куçкĕрет. Малалла та эффективлă ĕçлеме, тĕллевсене пурнăçлама тăрăшăпăр», — палăртнă Олег Алексеевич.

3jnGKpOF0MAПĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тап­хăрĕн çĕнтерÿçисем тата призерĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен Тав çырăвĕсем илме тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те — Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекен, олимпиадăра экологипе çĕнтернĕ Ангелина Владимировна Семенова пулнă /сăн ÿкерчĕк çинче/. Унăн руководительне те — асăннă шкулта биологи тата хими предмечĕсене вĕрентекен Клавдия Анатольевна Николаевăна Тав çырăвĕпе чысланă /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушă­вĕпе килĕшÿллĕн, призерсене хатĕр­ленĕ педагогсем укçан хавхалантарăва — 150 пин тенкĕне тивĕçеççĕ, çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ педагогсем — 250 пин тенкĕне.

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсем çĕршывăн ертсе пыракан вĕрентÿ заведенийĕсене çăмăллăхлă майпа вĕренме кĕме пултараççĕ. 4 çул вăйра тăракан дипломсем профильпе экзамен тытмасăрах вĕренме кĕме, унсăр пуçне вĕреннĕ тапхăрта укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илсе тăма та май параççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика