«Çемье» наци проекчĕн «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфратытăмĕ» направленийĕ пулăшнипе пирĕн мăнаçлă культура пуянлăхĕ çĕршывра пурăнакан кашни çыншăн çывăхрах пулса тăрать.
Ачаллă çемьесем куравсенче, музейсенче, театрсенче искусство произведенийĕсемпе паллашма пултараççĕ, çавна май вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ, вăхăта пĕрле ирттереççĕ. Музейсемпе театрсем, культура çурчĕсемпе библиотекăсем, искусство шкулĕсем хăйсем те патшалăх енчен пулăшу илеççĕ, федераци проекчĕсем шайĕнче çĕнелеççĕ. Пĕчĕк ял-хуласенче вара хальхи йышши кинозалсем уçăлаççĕ. Унсăр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче çарпа патриотла тÿлевсĕр лагерьсен ĕçне йĕркелеççĕ. Цирк артисчĕсем валли пĕтĕм Раççейĕпех хăтлă общежитисем хăпартаççĕ. Ку вăл вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне гастрольсемпе тухса çÿреме тата хăтлă условисенче пурăнма май парать.
Чăваш Республикинче «Çемье» наци проекчĕн «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфратытăмĕ» направленийĕ шайĕнче библиотекăсене аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Муниципалитетсенче модельлĕ библиотекăсем уçасси малти вырăнта. Вĕсене кашнине хăтлă сĕтел-пуканпа, интерактивлă технологисемпе тивĕçтереççĕ, электрон изданисемпе усă курма майсем туса параççĕ.
Палăртмалла, Вăрмар округĕнчи Чулкас ялĕнчи библиотека та кăçал «модельлĕ» ята тивĕçĕ. Библиотека Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди илме заявка тăратса конкурсра çĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне Чулкас библиотекине модернизацилес тĕлĕшпе активлă ĕçлеççĕ. Çĕнетнĕ библиотекăра пахалăхлă юсав пулĕ, фонда çĕнĕ кĕнекесемпе тата аталантаракан вăйăсемпе пуянлатĕç, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата оборудованипе тивĕçтерĕç. Кĕнеке вуламалли, творчество валли, калаçусем, мероприятисем ирттерме уйрăм вырăнсем пулĕç. Чи пĕлтерĕшли — ачасемпе çамрăксене, аслă ăру çыннисене библиотекăра интереслĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Хальхи саманара библиотека кĕнеке упрамалли çурт кăна мар. Вăл халăха пĕрлештерекен вырăн. Кунта кĕнеке вулама, пĕр шухăшлă çынсемпе тĕл пулса калаçма, шăплăхра проектсем çырма та килеççĕ. Библиотекăсенче хальхи технологисемпе тата çăлкуçсемпе эффективлă усă курса çĕнĕлле ĕçлеме пулать. Вулакансен, библиотека сферин ĕçченĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе библиотекăсене малалла та аталантарăпăр, инфратытăма çĕнетĕпĕр».
