Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çĕнĕ çитĕнÿпе палăрнă! Шкул хатĕрленĕ «Попади в десятку» проект ашшĕ-амăшĕсен сообществисен пуçарăвĕсен конкурсĕн 2-мĕш тапхăрĕн çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ. Асăннă конкурса РФ Çутĕç министерстви пулăшнипе «Знание» общество йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинчи кашни шкултах шкул пурнăçĕшĕн тăрăшакан ашшĕ-амăшĕсен сообществи пур. РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2024 çултанпа регионта ашшĕ-амăшĕсен республикăри комитетне йĕркелесе янă. Конкурс ашшĕ-амăшĕсен шкулсенчи сообществисем йĕркеленĕ ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен пуçарăвĕсене пулăшма тата аталантарма çул уçать.
Чăваш Республики конкурса тăратнă проектсенчен 26-шне 22 миллиона яхăн тенкĕлĕх премисем парĕç. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тивĕçекен премин калăпăшĕ 500 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран пулĕ. Пурте пĕлетпĕр, Пинер шкулĕнче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Конкурсра мала тухнă проект вара çак ĕçе татах анлăлатассипе, эффективлăрах тăвассипе çыхăннă. Проекта хатĕрлессипе шкул директорĕ Герман Боредский, вĕрентекенсем тата шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ тăрăшуллăн ĕçленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, регионти шкулсем конкурсра палăрни ашшĕ-амăшĕсем шкулсен пурнăçне активлă хутшăннине çирĕплетет. Преми илни шкулсенчи вĕрентÿ хутлăхне лайăхлатма тата çемьесене тĕрев пама пулăшĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
Сăн ÿкерчĕк çинче: Пинер шкулĕн çамрăк армеецĕсем.
