pogranЧикĕ хуралĕнче службăра тăнă Вăрмар округĕнчи ветерансем кашни çулах май уйăхĕн 28-мĕшĕнче поселокра пограничник-салтаксене халалласа лартнă палăк умне туслă йышпа пухăнса митинг йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçал та тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ ĕçпе ĕçлесе пурăнакан ветерансем пĕрле пуçтарăнчĕç Чикĕ хуралĕн кунне паллă тума. Саламлă сăмахсемпе вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, чикĕ хуралĕн çарĕсен отставкăри подполковникĕ Анатолий Григорьев, Вăрмар округĕнчи чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕн председателĕ Герман Боредский, РФ Хĕç-пăшаллă çарĕсен ветеранĕ Михаил Пуклаков, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Егоров саламларĕç. Василий Шигильдеев хăйĕн сăмахĕнче шăпах çак кун Кĕтеснер ялĕнче чикĕ хуралçисене халалласа аллея уçнине каларĕ, кунта панулми тата груша йывăçĕсене лартса хăварнă. Василий Викторович чикĕ хуралĕн çарĕсене яланах чи тавçăруллă та чăтăмлă, çаврăнăçуллă та хăюллă, явап­лă, ăслă каччăсене кăна илнине, служба хыççăн та вĕсем яваплă вырăнсене ĕçе вырнаçни çинчен каларĕ. Вăрмарсене пĕрлĕхре пулма чĕнсе каларĕ Василий Викторович. Герман Боредский чикĕ хуралĕн ветеранĕсене уявпа саламланă май Пинерти шкулта чикĕ хуралçисен çамрăк тусĕсен класĕ 8-мĕш çул ĕçленине, вăл округри, республикăри мероприятисене тăтăшах хутшăннине, çак ачасем Чăваш Рес­публикинчи чикĕ хуралçисен класĕсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннине каларĕ. Çа­вăн пекех нумай пулмасть вĕсем республикăра «Зарница 2.0» ăмăртусенче ял шкулĕсенчи командăсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă. Кăçал пĕр­ремĕш хут чикĕ хуралĕн Вăрмар округĕнчи ветеранĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă парадра шкул ачисемшĕн тĕслĕх пулса тивĕçлĕ хутшăннă. Митингра чылайăшне тĕрлĕ Тав хучĕсемпе, медальсемпе чысларĕç, çак шутра ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшса тăракансене те. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ятĕн­чен Анатолий Петрович гуманитари пулăшăвĕ пухакан, ăна салтаксем патне çитерсе паракан волонтерсене «За содействие СВО» медальсемпе, «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» волонтерсен юхăмне активлă хутшăннăшăн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Чикĕ хуралĕнче службăра пулнă ентешсене халалласа лартнă палăк умне ветерансем чечексем хучĕç.

Çарти туслăх уйрăмах çирĕп пулнине кăтăртаççĕ йăлана кĕнĕ çакăн пек мероприятисем.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика