Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Михаил Николаевич Митрофановпа тĕлпулу иртнĕ. Мероприяти ваттисен çуртĕнче пурăнакансемшĕн тата ĕçлекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Николаевич хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă, ятарлă çар операцийĕнчи пурнăçĕ çинче каласа панă. Вăл салтак служби, пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хутшăнни, мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерни, мĕнле лару-тăрура пурăнни çинчен каласа пани тĕлпулăва пухăннисен чĕрисене пырса тивнĕ. Михаил Николаевич Тăван çĕршыва юратакан, ăна чунтан парăннă харсăр салтак пулни куçкĕрет. Эпир унăн хăюлăхĕнчен тата çирĕплĕхĕнчен, вăл пурнăç сукмакĕ çинче нимĕнле чăрмава та парăнманнинчен тĕлĕнтĕмĕр.
Тĕлпулăва хутшăннисем Михаил Николаевича тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Унăн уçă хуравĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем кунсерен мĕнле-мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине ăнланма пулăшрĕç. Тĕлпулу ăшă та хăтлă лару-тăрура иртрĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе тĕлпулусем ирттерни вĕсен паттăр ĕçĕ пирки ытларах пĕлме пулăшать, Тăван çĕршывăмăра хăйсене шеллемесĕр хÿтĕлекенсене хисеплеме хăнăхтарать.
Малашне те çакăн евĕр тĕлпулусем ирттерме палăртатпăр.
Вера ВАСИЛЬЕВА, Арапуçĕнчи ваттисен çурчĕн заведующийĕ
