Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пынă ятпа, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа Эçпепе ялĕнчи культура çуртĕнче пысăк мероприяти иртнĕ — торжествăлла лару-тăрура «Астăватпăр, мăнаçланатпăр» /«Помним, гордимся»/ стенд уçнă.
Стендăн е, урăхла каласан, Астăвăм стенин авторĕ — Вăрмар округĕн талантлă çынни, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, пултаруллă сăвăç, ĕç кун-çулне педагогикăпа çыхăнтарса тивĕçлĕ канăва тухнă, вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарсах тăракан Надежда Васильевна Николаева-Таявась. Стенд çине Эçпепе ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă 117 çыннăн сăнĕсене вырнаçтарнă. Надежда Васильевна çак пысăк ĕçе пурнăçлама 5 çула яхăн вăй хунă, сăн ÿкерчĕксем пуçтарнă, килĕрен-киле çÿресе халăхпа калаçнă, Вăрмарти тата Шупашкарти архивсенчи материалсене тĕпченĕ. Астăвăм стенине хатĕрлеме ялта пурăнакан ырă кăмăллă çынсем те хутшăннă, спонсорла пулăшу кÿнĕ. Стенда вырнаçтарса çакма Юрий Петрович Емельянов, Петр Васильевич Ложкин, Сергей Геннадьевич Иванов пулăшнă.
Çумăрлă çанталăк тăнине пăхмасăрах Астăвăм стенине уçма халăх йышлăн пухăннă. Мероприятие клуб заведующийĕ Елена Васильевна Селихова уçнă. Вăрçăн нушаллă вăхăчĕсене палăртса, ветерансене, тыл ĕçченĕсене аса илсе Кĕтеснерти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Елена Николаевна Терентьева, Эçпепе ялĕн старости Юрий Петрович Емельянов, Эльвира Ивановна Захарова, Татьяна Юрьевна Дорофеева-Миро тата, паллах, Надежда Васильевна Николаева-Таявась хăй те сăмах тухса каланă. «Тĕп тĕллев — Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса Тăван çĕршывăмăра хÿтĕленĕ ентешĕмĕрсен ячĕсене, çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунисене те, тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннисене те, ĕмĕрлĕх астăвăмра хăварасси, ăруран ăрăва куçарасси», — тенĕ Надежда Николаевна.
Пухăннисем Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалланă палăк умне кăшăл тата чĕрĕ чечексем хурса чысланă. Унтан клуба кĕрсе «Астăватпăр, мăнаçланатпăр» стенда хăю касса уçнă. Надежда Васильевна хăй çырнă патриотла сăвăсене каланă. Кашни йĕрки пухăннисен чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Мероприяти тăршшĕпех вăрçă тематикипе çыхăннă юрăсем шăраннă. «Шуçăм» ушкăнри хĕрсен, уйрăмах Эльвира Ивановнăн юррисем ял халăхне тыткăнланă. Шкула та çÿремен Варя Слюнцова сăвăсем каласа тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех Лиза Егоровăн, Даниил Сергеевпа Дима Егоровăн юррисем пурин кăмăлне те кайнă, çынсем вĕсене савăнăçлăн, алă çупса йышăннă.
Халăх мероприятие йĕркелесе пыракансене тав сăмахĕсем каланă. «Салтак пăтти» çинĕ хыççăн пурте килĕсене тулли кăмăлпа саланнă.
Ирина ДАНИЛОВА
