Юлия ЕГОРОВА
Мăнукăма асăнса
Манăн аслă мăнукăм Якур
Кайрĕ çĕршыва хÿтĕлеме.
Курск патĕнчи çапăçура
Вилчĕ паттăрсен вилĕмĕпе.
Ÿсрĕн эс патвар, хăюллă,
Хатĕрччĕ яланах пулăшма.
Илсе килчĕç тăван тăрăха,
Пытартăмăр чыслăн сана.
Ĕненес килмест эс çуккине,
Паттăрлăху санăн — манăçми.
Лăпкă çывăр эс, мăнукăм,
Кĕл тăватăп саншăн чарăнми.
Яланлăхах çирĕмре
Пуçна хунăранпа çур çул та çитрĕ,
Мăнукăм, ак çулталăк та çитет.
Март вĕçĕнче çуралнă эсĕ,
Яланлăхах халь юлăн çирĕмре.
Çухатăва чăтма пит йывăр,
Чĕре асаплăн йынăшать, чикет.
Çынсем калаççĕ: вăхăт иртнĕçемĕн
Чунри суран пирчет, асап иртет.
Сана аса илсен куççуль юхать,
Тĕлĕксенче ялан эс курăнатăн.
Калатăн пек: «Ан макăр, кукамай!»
Салтак тумĕпеле
куç умĕнче тăратăн.
Чупай ялĕ
