«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче сенаж хумалли управа реконструкцилессипе ĕçлеççĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç хуçалăха малалла аталантарма пулăшĕ.

Сенаж мăйракаллă шултра выльăха çулталăк тăршшĕпех, çанталăк условийĕсене пăхмасăрах, пахалăхлă апатпа тивĕçтерме май парать. Шăпах çавăнпа сенаж управне çĕнетесси хуçалăхшăн малти вырăнта.

«Ĕне-выльăх продуктивлăхне ÿстерес, сĕт ытларах суса илес ĕçре выльăх апатне тĕрĕс упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ», — палăртать хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич.

Сенаж хумалли управа реконструкцилени хуçалăх умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама пулăшĕ. Ку вăл: сăвакан ĕнесен шутне ÿстересси, сенаж хумалли управа пысăклатнă май выльăх апатне унчченхинчен ытларах хатĕрлесси, управ патне пымалли вырăна ял хуçалăх техники валли хăтлăлатасси.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика